АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район çапла йĕркеленнĕ

31 марта 2017 г.

Совет патшалăхĕ аталанса тата çирĕпленсе пынă малтанхи çулсенче Чăваш Енĕн административлă тата территориллĕ пайланăвĕ кĕпер-несем, уессем тата вулăссем шайĕнче пулнă. Çак тытăм халăх интересĕсене шута илмесĕрех пурнăçа кĕрсе пынă. Административлă центрсем хĕрринче пулнă. Халăх уес учрежденийĕсене хĕрринче ларакан ялсенчен варрине куçарма, вулăссене пĕчĕклетме тăтăшах ыйтнă.

Республика ертỹçисем административлă управленин тытăмĕ халăхпа ертỹçĕсем хушшинчи çыхăнăва çывăхлатас задачăна тỹрре кăларманнипе килĕшнĕ, çавăнпа перестройка кирлĕ тесе шутланă. 1927 çулхи март уйăхĕнче Чăваш обкомĕн, облаçри тĕрĕслев комиссийĕн тата Чăваш АССР Канашĕн иккĕмĕш съезчĕн пĕрлештернĕ пленумĕ çỹлерех асăннă ыйтăва тишкернĕ хыççăн уессемпе вулăссене пĕтерме, вĕсем вырăнне пĕр звено - кантон - кĕртме, çапла майпа тăватă звено ( республика - уес - вулăс - ял канашĕ) вырăнне виçĕ звеноллă (республика - кантон - ял канашĕ) тытăм йĕркелеме йышăннă.

Патшалăх аппаратне кĕскетес, ăна ĕçлекен халăхпа çывăхлатас тесе 1927 çулта ЧАССР-ăн Халăх комиссарĕсен Канашĕ тата Тĕп ĕçтăвком "Чăваш АССР-не районласси çинчен" йышăну кăларнă. 1927 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен республикăна вулăссемпе уессем çине пайлама пăрахнă, вĕсем вырăнне 17 кантон йĕркелеме палăртнă.

РСФСР ВЦИК-ĕн административлă комиссийĕ Чăваш АССР-ĕн Халăх комиссарĕсен Канашĕн 1927 çулхи авустăн 1-мĕшĕнче тухнă "Чăваш АССР-не районласси çинчен" йышăнăвĕпе паллашнă май ырланă, çĕнĕ административлă единицăсене кантон мар, район теме сĕннĕ. Августăн 23-мĕшĕнче ЦИК-а 1927 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен районлама пуçлама ирĕк панă. Çак пĕлтерĕве илсен ВЦИК Президиумĕ сентябрĕн 1-мĕшĕнче ЧАССР-а районлас ыйтупа лару ирттернĕ.

ВЦИК Президиумĕн йышăнăвĕпе (1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче тухнă) Чăваш АССР территорийĕнче уессемпе вулăссене пĕтернĕ, вĕсем вы-рăнне пĕрлехи территори единици - район - туса хунă. Пĕтĕмпе 17 район йĕркеленĕ. Çав йышăнупах Красно-Четаевский района çирĕплетнĕ. Ял канашĕсем, ĕçлекен халăхпа тỹрремĕн тачă çыхăну тытакан чи аялти органсем, совет влаçĕн малтанхи уйăхĕсенчех йĕркеленнĕ. 1918 çулхи РСФСР Конституцийĕпе вĕсене вырăнти халăхăн ыйтăвĕсене татса пама уйрăм ирĕк панă.

Çынсем пурăнакан вырăнсене шута илесси уйрăмах Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăн лайăхланнă.1946 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче Чăваш АССР-ĕн Аслă Канашĕн Президиумĕ республикăри районсемпе ял канашĕсен ячĕсене тĕпĕр хут тĕрĕслесе тухма, унпа пĕрлех Красно-Четаевский вырăнне Красночетайский (Хĕрлĕ Чутай салинчен) район теме йышăннă. 1962 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнчи ВЦИК Президиумĕн йышăнăвĕпе Хĕрлĕ Чутай тата Çĕмĕрле районĕсене пĕрлештерсе Çĕмĕрле районĕ туса хунă.

1965 çулхи октябрĕн 23-мĕ-шĕнче тата виçĕ район тума йышăннă. 1965 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнчи йышăнупа çĕнĕ районсен тытăмĕн списокне çирĕплетнĕ. Çĕмĕрле районне каялла уйăрнă: унăн 11 ял канашне Хĕрлĕ Чутай районне уйăрса панă.

Е.ТВЕРСКОВА, район архивĕн заведующийĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика