АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ятлă çын - ял пуянлăхĕ

31 марта 2017 г.

Ятлă çын - ял пуянлăхĕ

Çапла калаççĕ халăхра ял-йышра ĕçпе, ырă кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе хисепе тивĕçнĕ çын пирки. Тури Çĕрпỹкасси ялĕнче çавăн пек çынсенчен пĕри - Владислав Филиппович Яковлев. Мĕн çуралнăранпах тăван ялта пурăнать, мартăн 24-мĕшĕнче вăл сакăр теçетке урлă каçрĕ.

Унăн ачалăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи тата хыççăнхи йывăр çулсемпе пĕр вăхăта килнĕ.

Ашшĕ, Филипп Семенович, хаяр вăрçă пынă вăхăтра фронтран йывăр аманса таврăннă. Пĕр хушă вăл колхоз председателĕнче те ĕçленĕ. Анчах тỹрленмен сурана пула нумаях пурăнайман.

Амăшĕ, Ксения Николаевна, çурма тăлăх виçĕ ачана пĕчченех пăхса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Владислав асли пулнă май килти пур ĕçре те пулăшнă, колхоза та ĕçлеме кайнă: аслисемпе пĕрле уйра тырă вырнă, йĕтем çинче ĕçленĕ, хирте лашапа суха тунă. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтерсенех колхоз лашисене пăхнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех унăн шофер пулас пысăк ĕмĕт пулнă.

Конюхра ĕçлеме пуçласанах ăна хăшĕ-пĕрисем шỹтлесе: "Вова (ăна ялта çапла чĕнеççĕ), халĕ ĕнтĕ эсĕ водитель пулса тăтăн, "рульне" (тилхепине) çирĕпрех тыт", - тенĕ.

1957 çулта Владислав Совет Çарне кайнă. Тăван çĕршыва Инçет Хĕвелтухăçĕнче хỹтĕленĕ. Çар служби вăхăтĕнче унăн ача чухнехи ĕмĕчĕ тинех пурнăçланнă: чаçри курсра вĕренсе водитель правине илнĕ, шофер пулнă, салтак тивĕçне пурнăçланă.

1960 çулта В.Ф.Яковлев демобилизаци йĕркипе яла таврăннă. Ун чухнехи колхоз председателĕ П.В.Егоров ăна тăван хуçалăхра ĕçлеме ГАЗ-51 маркăллă автомашина шанса панă. Çавăн хыççăн Владислав Яковлев пĕр улшăнмасăр 38 çул, мĕн пенсие тухичченех, "Путь Ленина", кайран пĕрлешсе пысăкланнă Ленин ячĕллĕ колхозра водительте вăй хунă. Вăл вăхăтра колхозсем, ялхуçалăх производстви вăйлă аталаннă май, шоферсен питĕ нумай ĕç пурнăçлама тивнĕ, час-часах канмалли кунсенче рейсра пулнă, стройматериал, патшалăха валли туса илнĕ продукци (чĕрĕ выльăх, сĕт, çĕрулми, пахча çимĕç тата ыттине те) турттарнă. Каялла та рейсран пушăлла таврăнман, лавккасем валли тавар, уйрăм çынсене валли вутă-шанкă, кăмрăк (ун чухне хальхи пек газ пулман) тата ыттине те кỹрсе панă. Водительсем валли вырăнта та сахал мар ĕç пулнă. Владислав Яковлев яланах хуçалăхри водительсем хушшинче чи лайăххисенчен, малта пыраканнисенчен пĕри пулнă. Вăл темиçе хутчен те "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" паллăна, район тата колхоз шайĕнчи хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Пенсие тухнă хыççăн вăл хăй юлашки вăхăтра ĕçленĕ сĕт турттармалли автомашинăна колхоз правленийĕ сĕннипе Юрий ывăлне шанса панă. Тивĕçлĕ канура та Владислав Филиппович ĕçсĕр лармасть. Кашни çулах вырма вăхăтĕнче "Аккозинское" ЯХПК йĕтемĕ çинче хуралçăра тимлет.

В.Ф.Яковлев - çутçанталăк тусĕ те, хỹтĕлевçи те. Хăй вăхăтĕнче вăл 10 çул хушши Етĕрне вăрман хуçалăхĕн-че вăрман культурисен бригадине ертсе пынă, пиншер-пиншер йывăç хунавĕ ларттарса чĕртнĕ. Çавăн пекех вăл Селтекки çыр-минче тата хăйĕн пурăнмалли çурчĕ тавра усă курмасăр выртакан 1 гектар лаптăк çинче хыр, чăрăш, хурăн вăр-манĕ лартса ỹстерчĕ, пĕве те картларĕ. Ял çыннисем валли канма çăтмах пек вырăн туса пачĕ.

Владислав Яковлев - çутçанталăка сыхлас енĕпе ĕçленĕ комитетăн РСФСР тава тивĕçлĕ лесовочĕ М.А. Овчинников тата СССР вĕрентỹ отличникĕ В.Н.Мерзлайкин ячĕллĕ преми лауреачĕ, çак ята вăл 2001 çулта тивĕçнĕ.

Владислав Филиппович ял пурнăçĕпе çыхăннă пур ĕçе те пĕлет. Юрий ывăлĕпе иккĕшĕ щитсенчен пухмалли стандартлă çурта пуçтарса хăпартрĕç, йĕри-тавра кирпĕчпе купаларĕç, тăррине тимĕрпе витрĕç. Ырă чĕреллĕ Владислав Филиппович ял çыннисене те нумай ĕçре пулăшать.

Владислав Филиппович Екатерина Андреевна мăшăрĕпе тăватă ача пăхса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Роза хĕрĕ Шупашкарта пурăнать, троллейбус водителĕ, Валентина - Удмурт Республикинчи вăрман хуçалăхĕнче тĕп бухгалтер, Галина - Хусан хулинче культура ĕçченĕ - хореограф, Юрий хамăр райпора водительте ĕçлет. Владислав Филипповича юбилейра ачисем хăйсен çемйисемпе, ултă мăнукĕ, икĕ кĕçĕн мăнукĕ саламларĕç.

Иван НИКИФОРОВ, Тури Çĕрпỹкасси ялĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика