АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ку спектакле кашни шкул ачин курмалла!

05 апреля 2017 г.

Кăçалхи майăн 18-мĕшĕнче Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче "Перевернуть игру!" тĕлĕнмелле проект курма пулĕ. Ăна пирĕн пата паллă Раççей çăлтăрĕ Дмитрий Маликов илсе килĕ.

Илемлĕ те илĕртỹллĕ музыка спектаклĕнче Мускаври ертсе пыракан театрсен актерĕсем выляççĕ.

Сехет çурă хушшинче музыкăн пĕтĕм историне пĕлме пулĕ. Проектра Моцарт, Бах, Бетховен, Чайковский, Рахманинов, Шостакович, Шопен, Глюк, Лист произведенийĕсем янăрĕç. Тĕрлĕ ĕмĕрти юрă-кĕвĕ, музыка енĕсем: классика, джаз, блюз, рок-н-ролл, поп-музыка - куракана илĕртĕç.

Сюжет тытăмĕнче - икĕ ăру калаçăвĕ. Ашшĕ-амăшĕпе ачисем классика произведенийĕсемпе хальхи юрă-кĕвĕ пирки тавлашĕç. Сцена çинче "чĕрĕлсе тăнă" паллă композиторсем вĕсене компромисс тупма пулăшĕç. "Перевернуть игру" проект çул çитмен çамрăксене юрă-кĕвĕ, пурнăç çине урăхла куçпа пăхма пулăшĕ.

Проект Раççей Президенчĕн Атăлçи Федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн аппарачĕ тата РФ Вĕренỹпе наука министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика