АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кану кунĕсем çывхараççĕ

28 апреля 2017 г.

Май уйăхĕн пуçламăшĕнче уявсемпе çыхăннă вăрăм канмалли кунсем пулнине хăнăхнă ĕнтĕ эпир. Çавăнпа та аса илтеретпĕр, кăçал та Çуркуннепе Ĕç тата Çĕнтерỹ уявĕсенче темиçешер кун канăпăр - уявсенче савăнма та, пахчара ĕçлеме те, урамсене тасатма та вăхăт пулĕ. Майăн 1-мĕшĕ, Çуркуннепе Ĕç уявĕ, тата майăн 9-мĕшĕ, Çĕнтерỹ кунĕ, официаллă кану кунĕсем шутланаççĕ. Унсăр пуçне РФ Правительствин постановленийĕпе январĕн 7-мĕшĕнчи шăматкунри канмалли куна майăн 8-мĕшĕ çине куçарнă. Çапла вара çитес вăхăтрах эпир виçĕ кун канăпăр - апрелĕн 29-30-мĕшĕсенче тата майăн 1-мĕшĕнче. Ытларикун, майăн 2-мĕшĕнче, ĕçе тухатпăр та тăватă кун ĕçлетпĕр. Майăн 6, 7, 8, 9-мĕшĕсенче канăпăр. Майăн 10-мĕшĕнче, юнкун, ĕçе тухатпăр - пире каллех кĕске ĕç эрни кĕтет. Палăртмалла, кун пек канмалли кунсем эрнере пилĕк кун ĕçлекенсене çеç пырса тивеççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика