АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чутайсем хурăн сĕткенĕпе тĕлĕнтернĕ

28 апреля 2017 г.

Раççей Центросоюзĕн потребительсен кооперацийĕн Хусанта иртнĕ форумĕнче 2016 çулти "Ĕç-хĕл отраслĕсене тухăçлă аталантарнăшăн" Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх çĕнтерỹçĕсене наградăсем парса чысланă. Чăвашпотребсоюз материаллă тата техника базине упранăшăн, аталантарнăшăн тата ĕç тухăçлăхне ỹстернĕшĕн пĕрремĕш вырăна, пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле аталантарас енĕпе тата Атăлçи федераци округĕпе пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлшĕн иккĕмĕш вырăнсене, çавăн пекех ваккăн сутассине аталантарнăшăн виççĕмĕшне тивĕçнĕ. Асăннă форума çĕршыври 70 регионтан 600 ытла кооператор хутшăннă.

Чăваш Ен делегацийĕнче Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, правлени председателĕ Людмила Абрамова тата республикăри хăш-пĕр коопераци организацийĕсен ертỹçисем пулнине палăртмалла. Форум программинче потребительсен кооперацийĕсен предприятийĕсен продукцийĕн курав-ярмăркки те ĕçленĕ. Кунта Раççейри 20 ытла регионтан килнĕ кооператорсем хăйсен чи лайăх продукцине кăтартнă. Чăваш кооператорĕсем унта "Vкусная Линия" ятпа хăйсен суту маркине тăратнă.

Хĕрлĕчутайсем - райпон "Янтарь" ТЯО ĕçченĕсем - форум йĕркелỹçисемпе хăнисене тутлă хурăн сĕткенĕпе тĕлĕнтернĕ. Унăн пахалăхĕпе хăрушсăрлăхне "Чăваш биопродукчĕ" логотиппа усă курма ирĕк паракан сертификатпа çирĕплетнĕ. Н.ПЕТРОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика