АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кадетсемпе тĕл пулнă

05 мая 2017 г.

 Районти "Авангард" кадет класĕнче вĕренекенсемшĕн апрелĕн 27-28-мĕшĕсем яланлăхах асра юлĕç. Малтанхи кунĕнче вĕсем республикăра вуннăмĕш хут иртнĕ "Кадет тĕрĕслевĕ" смотрта хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă, тăваттăмĕш хут çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Конкурс программисĕр пуçне вĕсене, кăçал вĕренсе тухакан кадетсене, савăнăçлă лару-тăрура кадет пĕлĕвне илнине çирĕплетекен свидетельствăсем панă.

Çавăн пекех "Чи лайăх кадет" смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ. Вĕренỹри, спортри тата тĕрлĕ ĕç-хĕлти çитĕнĕвĕсене кура "Авангард" кадет класĕн командирне Станислав Михопаркина "Чăваш Республикинчи чи лайăх кадет" кăкăр паллипе наградăланă. Тепĕр кунхине кадетсемпе - Пĕтĕм Раççейри "Стройпа юрă смотрĕ. Çĕнтерỹçĕсен маршĕ" конкурс çĕнтерỹçисемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулнă. Михаил Васильевич кадетсене çамрăксем хушшинче патриотизм тата гражданла тивĕçлĕх туйăмне вăйлатнăшăн, ашшĕ-амăшне вара ачисене лайăх воспитани панăшăн тав сăмахĕ каланă.

Унсăр пуçне Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенне Ирина Алексеевна Романована çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе пысăк тỹпе хывнăшăн Тав сăмахĕ парса чысланă. Михаил Васильевич кадетсен çĕршыв шайĕнчи çĕнтерĕвĕсемпе мăнаçланнине, республикăра кадетсене вĕрентессине малалла та аталантарассине, кăçал 400 вырăнлăх кадет корпусĕ тума пуçлассине пĕлтернĕ.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика