АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 95 çулхи ветеран

05 мая 2017 г.

95 çулхи ветеран

Утаркассинче пурăнакан вăрçă ветеранĕ Вера Михайловна Петрова кăçал апрелĕн 18-мĕшĕнче 95 çул тултарнă. Çак ятпа вăл РФ Президенчĕн саламлă Çырăвне илсе вуланă, ял тăрăхĕн администрацийĕнчен, ачисемпе тăванĕсенчен саламсем йышăннă. Вера Михайловна Пантьăкра çуралнă. Етĕрнери педагогика училищине вĕренсе пĕтерсен Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ. Анчах та Тăван çĕршыва вăрçă вут-çулăмĕ çавăрса илнине тата пĕтĕм халăх ăна хỹтĕлеме кар тăнине кура çамрăк учитель ытти комсомолкăсемпе пĕрле 1942 çулта хăй ирĕкĕпе фронта яма ыйтнă. Вĕсем медицина комиссийĕ витĕр ăнăçлă тухнă, пурне те çара кайма юрăхлă тесе йышăннă. Çапла районтан 15 хĕр Хĕрлĕ çара тухса кайнă.

Çав вăхăтра Хусанта 101-мĕш сывлăш сыхлавĕн тата çыхăну батальонĕ (ВНОС) йĕркеленĕ. Хĕрсем тупа тунă хыççăн пĕр уйăх хушши нимĕç самолечĕсене сасăран уйăрма хăнăхнă. Унтан виçĕ çул хушши Украинăри хуласене тăшман самолечĕсем сывлăшран тапăнасран сыхланă. Питĕ тимлĕ пулнăран нимĕçсен пĕр самолетне те иртсе кайма паман. Учитель-фронтовик çĕршыва тăшмантан хỹтĕленĕшĕн чылай наградăна тивĕçнĕ. Унăн кăкри çинче паян орденсемпе медальсем ялкăшаççĕ. Çĕнтерỹ кунне Вера Михайловна Польшăри Янув-Подляски ятлă вырăнта кĕтсе илнĕ. Савăнăçлă хыпара илтсен вĕсем мĕн тумаллине те пĕлмен: макăрнă, кулнă...

1945 çулхи августра вăл тăван киле таврăннă. Мирлĕ пурнăçра Вера Михайловна 40 çула яхăн Мишеркасси шкулĕнче пуçламăш классенчи ачасене пĕлỹ панă. Мăшăрĕпе тăватă ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, пурне те аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Вĕсем халĕ хăйсен çемйисемпе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика