АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Вилĕмсĕр полкра" кашни çул утатпăр

05 мая 2017 г.

"Вилĕмсĕр полкра" кашни çул утатпăр

Пирĕн атте, Михаил Андреевич Федоров, Хурапыр ялĕнче 1925 çулхи июль уйăхĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1943 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче ăна çара илнĕ. Çамрăкскер тỹрех фронта лекнĕ, хаяр çапăçусенче темиçе хут аманнă. Юлашки хут снаряд ванчăкĕ 1945 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче лекнĕ. Атте нумай хушă госпитальте сипленнĕ.

Атте вăрçăри хастарлăхшăн нумай наградăна тивĕçнĕ: Лодзь хулине илнĕшĕн, Варта юханшыв урлă çапăçса каçнăшăн, Висла юханшыв патĕнче çапăçнăшăн, Варшавăна, Польшăна ирĕке кăларнăшăн, Берлина илнĕшĕн Сталинранах темиçе Тав сăмахĕ, виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденĕ тата тĕрлĕ медальсем. Мирлĕ пурнăçра атте мĕн виличченех Хурапырта пурăнчĕ, колхозра, каярахпа "Октябрь" совхоз йĕркеленсен унта тракторпа ĕçлерĕ, платникра та тăрăшрĕ. Çулсем иртсе пынă май суранĕсем систерсех тăчĕç ăна. Пĕрре çапла разведкăна кайсан аттене снайпер асăрханă, унтан пытанса вăл пăрлă шывра нумай хушă тăнă. Çавăн чухне сивĕ çапнине пулах вăл ỹпке чирĕпе 1975 çулта çĕре кĕчĕ.

Атте мăнуксене курас ĕмĕтпе пурăнатчĕ. Аннепе, Татьяна Трофимовнăпа, вĕсем виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ỹстернĕ. Пурăннă пулсан халĕ аттепе анне вунă мăнукĕпе тата вунă кĕçĕн мăнукĕпе савăнĕччĕç.

Эпир, ачисем - йăха тăсакансем, хамăр аттепе мăнаçланатпăр, ял-йышра хисепре пулнишĕн мухтанатпăр.Кашни çул майăн 9-мĕшĕнче эпир унăн тата пиччĕшĕсен, Федорпа Иванăн, сăнỹкерчĕкĕсене йăтса пысăк хавхаланупа "Вилĕмсĕр полка" хутшăнатпăр.

Шел пулин те, аттен пиччĕшĕсем вăрçăра пуçĕсене хунă. Асли, Федор, Сталинград çывăхĕнче хыпарсăр çухалнă. Вăрçăччен вăл милиционер пулнă. Иккĕмĕш пиччĕшĕ - Иван, Ленинград патĕнче службăра тăнă. Çарта тăмалли пĕр уйăх кăна юлнă пулнă - вăрçă тухнă. Вăрçă вăхăтĕнче тыткăна лекнĕ, çавăнтах вилнĕ. Военкоматра çавăн çинчен кĕскен çырса хуни кăна пур.

Аттен шăллĕ Василий, 1928 çулта çуралнăскер, Сыктывкарта çарта тăнă. Хальхи вăхăтра Хурапыр ялĕнче пурăнать. Вăл ĕмĕрĕпех тăван колхозра тракторпа, комбайнпа ĕç ленĕ. Василий Андреевичăн та мирлĕ пурнăçра наградăсем нумай. Чи хакли - Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ.

Пирĕн йăхра пур арçын та çара тивĕçлĕ пулнă. Пирĕн асатте те - Андрей Семенович - Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, сусăр пулса таврăннă. Çемьери Николай ятлă шăллăм Китай чиккинче службăра тăчĕ. Унăн ывăлĕ Михаил та ачаранах кадет класĕнче вĕренчĕ, салтак çулне çитсен çар тивĕçне чыслăн пурнăçларĕ.

Манăн (эпĕ Михаил Андреевичăн аслă хĕрĕ пулатăп) - виçĕ ывăл. Асли Александр çарта икĕ çул, çулталăк хушши Чечен Республикинче командировкăра пулчĕ. Иккĕмĕшĕ, Алексей, Абхази чиккинче погранçарта тăчĕ. Тепри - Валерий, вăл та - пограничник, Китай чиккинче виçĕ çул, пĕр çул контрактпа Тинĕс тăрăхĕнчи Уссури юханшывĕ çывăхĕнче службăра тăчĕ. Çапла майпа çар пурнăçĕ, вăрçă пирĕн аттен мăнукĕсене те пырса тиврĕ. Вăл вĕсемпе чунтанах савăннă пулĕччĕ.

Ольга НИКИШОВА (ФЕДОРОВА), Çĕнĕ Шупашкар хули.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика