АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçăра - паттăрлăх, тылра - чăтăмлăх

05 мая 2017 г.

Хамăр район больницинче мана Аслă Отечественнăй вăрçăра çамрăк медицина сестрисем тăшманпа епле çапăçни, ăна çĕнтерни тата хăйсен чăтăмлăхĕ çинчен калакан витрина чуна хускатрĕ, тепĕр енчен алла ручка тытма хавхалантарчĕ.

Хамăр район медсестрисем вăрçăра пулни çинчен район хаçатĕнче темиçе çул каялла çырса пĕлтернĕччĕ. Ман пата (автор пулнă май) ун чухнех виçĕ çыру килчĕ. Вĕсемпе сире çывăхрах паллаштарас тетĕп. Чи малтанах пĕр документ çинче чарăнса тăрас килет. Унта 1942 çулхи февралĕн 16-мĕшĕ тĕлне медицина ĕçченĕсен канашлăвĕ пуласса пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн (ларура мĕн калаçни паллă мар) медицина сестрисене çара илсе кайма пуçлани паллă.

Нумай çул каяллах вăрçа тухса кайнă хĕрсен ячĕсене тĕрĕсрех пĕлес тесе эпĕ Хĕрлĕ Чутайри çар комиссариатне çитрĕм. Мана унта "Книга № 431 призывных карт на девушек, призванных в Советскую Армию в 1941-1943 годах Красночетайским РВК" пачĕç. Пĕтĕмпе унта хĕр ячĕпе 131 карттă. Вĕсем хушшинче медицина сестрисем: Пĕчĕк Этменти Анастасия Гавриловна Капитонова, Хирлỹкассинчи Ольга Ивановна Астафьевапа Ольга Семеновна Кукушкина, Туканаш ялĕнчи Елизавета Григорьевна Никифорова, Упукушкăнчи Ксения Федоровна Стожарова, Мăн Этменти Анна Трофимовна Челейкина.

1942 çулта пирĕн больницăран çара ултă медсестра тухса кайнă. Хаçатра хăйсем çинчен çырнине пĕлсен хăшĕсем çырусем те шăрçаланăччĕ.

Акă мĕн пĕлтерчĕ фронтра пулнă медсестра Ольга Семеновна Кукушкина (упăшкин хушамачĕ - Чигарева):

"1939 çулта пире виçĕ хĕре - Никифорована, Крыцовкинана тата мана - Хĕрлĕ Чутай райбольницине ĕçлеме ячĕç. Ун чух эпĕ çичĕ кунтан 17 çул тултараттăм. Малтанах эпĕ стационарта палатăри дежурнăй сестрара ĕçлерĕм. Лиза Никифорова та çав çулсенчехчĕ, вăл амбулаторинче, Юля Крыцовкина манпа стационартаччĕ. Эпир унпа стационарта иккĕнех талăк урлă талăк пĕр ставкăпа ĕçлеттĕмĕр, нимĕнле хушма тỹлев те пулман. Унсăр пуçне эпир профтĕрĕслев ирттереттĕмĕр, ялсем тăрăх ачасемпе аслисене профпрививка тăваттăмăр. Астăватăп, 1942 çулта тĕп врачра Антонина Александровна Законова ĕçлетчĕ. 1984 çул. Кукушкина - Чигарева".

А.А.Законова тухтăр пирки унăн мăшăрĕ 1984 çулхи майăн 28-мĕшĕнче çырнă çырăва та илсе кăтартатăп: "Антонина Александровна Законова (хĕр чухнехи - Чернавина) Мускав облаçĕнчи Калинин районĕнчи Головкино ялĕнче 1910 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. 1933 çулта Ижевскри медицина институтне вĕренме кĕнĕ, 1938 çулта ăна пĕтернĕ те врач пулса тăнă. Институт хыççăн вăл Хĕрлĕ Чутай район боль-ницинче врач-терапевтра 1943 çулччен ĕçленĕ. Çав çулхи март уйăхĕнче Совет çарне тухса кайнă. Пĕрремĕш Украина фрончĕн 494-мĕш батальонĕнче (159-мĕш укрепрайонта) врач пулнă. 1945 çулта вăрçăран таврăнсан хамăр республикăри Советскинчи райбольницăн тĕп врачĕнче 9 çул ĕçлерĕ. Унтан çирĕм çул Владимир хулинчи иккĕмĕш поликлиникăра терапевтра вăй хучĕ. Чылай наградăна тивĕçрĕ, медицина службин майорĕ. 1974 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче вилчĕ. Л.Законов".

Юлия Львовна Крыцовкина медсестра 1984 çулхи февралĕн 29-мĕшĕнче çырнă çырăвĕ те интереслĕ:

"Мана тата Ольга Крыцовкинана, Елизавета Никифорована Улатăрти медсестрасен шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Хĕрлĕ Чутай больницин терапи уйрăмне ĕçлеме ячĕç. Тĕп врачра ун чух А.А.Законова (Чернавина) ĕçлетчĕ. Амбулаторинче Вера Осиповна Зайкина (Пушкăрт çынниччĕ) терапевт чирлисене йышăнатчĕ. Ача çураттармалли уйрăмра Надежда Мидакова ĕçлетчĕ. Качча тухсан вăл Вăрнара пурăнма куçрĕ. Нина Косарева (упăшкин хушамачĕпе Абаськина) шатраран прививка тăватчĕ. Анастасия Капитонова та асрах, анчах вăл пирĕнпе çук, пуçне хучĕ. Крыцовкина".

Сăмах май, Анастасия Капитонова 1938 çулта комсомола кĕнĕ. 1942 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнче çара тухса кайнă, таврăнайман. Анастасия - пирĕн çĕршыв çухатăвĕ. Эпир ăна тата тăван çĕршĕн пуçне хунă ытти паттăрсене манмастпăр, вĕсемпе мухтанатпăр. Ман шутпа, çакăнта асăннă хĕрсен ячĕсене архив докуменчĕсенчен кăларса "Астăвăм" кĕнекене кĕртмелле, çавна тума хальхи çамрăксен вăй-хăват çитетех. Маншăн çак статья та - астăвăм.

Николай ЧЕРНИГОВ, ЧР хисеплĕ таврапĕлỹçи.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика