АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куççульпе тулнă уяв

12 мая 2017 г.

Людмила ШИШКОВА, Кив Атикасси ялĕ, район Пухăвĕн депутачĕ:

- Маншăн Çĕнтерỹ кунĕ - чи юратнă та хисеплĕ, куççульпе тулнă уяв. 1942 çулта вăрçăра ман кукаçи Василий Галичанов хыпарсăр çухалнă. Унăн тăватă ачи тăлăха юлнă. Тăваттăмĕш ачи çуралнине те курайман вăл _ вăрçа кайнă чух мăшăрне чĕре айĕнчи ачине кун çути пар-нелеме хушса хăварнă кăна... Эпĕ район центрĕнче Çĕнтерỹ кунне паллă тунине кашни çулах тухса куратăп. Ачасем парада хутшăнни, "Вилĕмсĕр полк" утни хăпартлантарать, анчах та çав хушăрах куççуль те тухать - ытла та нумай çын пуçĕсене хунă-çке вăрçă хирĕнче...

Людмила ПОРТЕНКО (ПИГИЛЬДИНА), Туктамăш ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра пурăнать:

- Эпĕ кăçал сăваплă Çĕнтерỹ кунне уявлама ятарласа тăван тăрăха килтĕм. "Вилĕмсĕр полк" шествие маçакăн - Фрол Осипович Пигильдинăн - сăнỹкерчĕкĕпе хутшăнтăм. Маçак 1942 çулта Мускав хулине нимĕç-сенчен хỹтĕленĕ чух пуçне хунă. Кун пирки эпир çичĕ çул каялла Мускав хулин Астăвăм кĕнекине вуласа пĕлтĕмĕр. Маçака Ваганьково çăвинчи тăванлăх вилтăприне пытарнă. Шел те, Фрол Пигильдинăн хушамачĕ Туктамăш ялĕнчи палăк çинче те, Чăваш Республикин Астăвăм кĕнекинче те çук. Ялти палăк çинче унăн хушаматне питĕ курас килет...

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика