АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырăпа асăнатпăр

12 мая 2017 г.

Нумаях пулмасть фашистла Германие çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине уявларăмăр. Нумай-нумай çул иртсен те хаяр вăрçă кỹнĕ хуйха-суйха эпир, салтак ачисем, нихăçан та манмастпăр. Вăрçăччен Мишеркассинчи пуçламăш шкулта пире Петр Михайлович Михеркин учитель вĕрентрĕ. Вăрçа илсе кайсан вăл арăмĕ патне янă пĕрремĕш çырурах пурăнма йывăр пулсан та килти верстака сутма хушман. "Илюш ывăлăм унпа ĕçе вĕренĕ", - тенĕ.

Вăрçăра вилнĕ учитель ывăлĕ ашшĕн халалне чыслăн пурнăçланă, çамрăклах ăста столяр пулса çитĕннĕ. Мишеркассинче сакăр çул вĕренмелли шкул уçăлсанах Илья Петрович Михеркин ачасене ĕç урокĕсенче вĕрентрĕ, мастерскойсене çĕнĕ верстаксемпе, хатĕрсемпе пуянлатрĕ. Арçын ачасем ăсталанă япаласен куравне ирттеретчĕ, вĕренекенсем районта иртекен конкурссене хутшăнатчĕç.

И.П.Михеркинăн ылтăн аллисем музейри витринăсене, шахмат фигурисене тата ыттине тума пултаратчĕç. Ĕçчен те пуçаруллă педагога вĕренекенсем те, ентешĕсем те юрататчĕç. Шахматла та вăл ăста вылятчĕ. Эпир, ватă учительсем, Илья Петровича яланах ырăпа асăнатпăр.

И.ВАЗЯКОВ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика