АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв çукки нумай ыйту çуратать

26 мая 2017 г.

Ĕлĕкхи "Сельхозтехника" территорийĕнче (ăна хăй вăхăтĕнче МТС та, РТП та тенĕ) пурăнакансем çак кунсенче шыв çукки пирки пăшăрханса шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Çак ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе вырăна çитес терĕмĕр. Ĕнер ирхи вунă сехет тĕлне шывсăр ларакан çуртсем умне çитрĕмĕр. Кунта пурăнакансемпе тĕл пулнă май çакă паллă пулчĕ: 5-мĕш (кунта 36 хваттер), 6-мĕш (12 хваттер) тата 7-мĕш (4 çемье пурăнать) çуртсем канмалли кунсенчен тытăнса шывсăр лараççĕ, башньăри шыв уçлакан насус çунса кайнă иккен. Шывсăр ниепле те май çуках, кунне эпир кашниех миçе литр шыв пĕтеретпĕр пулĕ. Çемьере ачасем пулсан пушшех те шыв нумай кирлĕ. Çавăнпа та кунта пурăнакансен ăна витрепе те, бидонпа та тултма тивет. Юрать-ха, апат-çимĕç пĕçермелли таса шывне пĕр хваттер хуçи хăйĕн хуралтисем патĕнче чавтарнă çăлтан тултма май пур. Йăлари ытти ĕçсене пурнăçлама каякан шыва вара çывăхри пĕверен илсе килеççĕ. Тивĕçлĕ канури çынсем те сахал мар кунта, вĕсем те çулĕсене пăхмасăр çаплах тертленеççĕ. Çывăх вăхăтра шыв пуласса чăтăмсăррăн кĕтсе ку йы-вăрлăхран çапларах тухма тăрăшаççĕ çынсем.

Тамара СИДОРОВА, 7-мĕш çуртра пурăнакан:

- Шыв çукки - питĕ çивĕч ыйту. Халăх шывсăр нушаланни яваплă çынсене пăшăрхантарма кирлĕ пек туйăнать. Иртнĕ çулхи кĕркуннеччен пире шывпа "Исток" ТЯО тивĕçтеретчĕ, укçине те вăхăтра тỹлесе тăраттăмăр. Анчах та башньăра йывăрлăхсем сиксе тухма пуçласан, ун çывăхĕнчи насус вырнаçнă çурт юхăнма тытăнсан "Исток" ТЯО ертỹçисем кунти халăха шывпа тивĕçтерес ĕçне пăрахăçларĕç. Çавăнтанпа кунта хуçи те çук темелле.

Анатолий ВОЛКОВ, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Паянхи куна шыв башни никамăн балансĕ çинче те тăмасть. Район Пухăвĕн депутачĕсен пĕлтĕрхи йышăнăвĕпе ăна ял тăрăхĕ çине пама йышăннă. Хальхи вăхăтра çак башньăна кадастр учетне тăратас ĕçсем пыраççĕ. Документсене хатĕрлесе çитерсен башня ял тăрăхĕ çине куçĕ. Халăх нушине ăнланса вара шыв ыйтăвне паянах татса пама тăрăшăпăр. Акă шыв уçламалли насусне те, ытти хатĕр-хĕтĕрне те ял тăрăхĕн администрацийĕ туянчĕ. Кран килсенех вĕсене вырнаçтаратпăр. Чăнах та, насусĕпе ытти хатĕрĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ илсе килнĕччĕ. Çитменлĕхе çывăх вăхăтрах пĕтерме шантарчĕ вăл. Хаçата пичете янă вăхăтра юсав ĕçĕсем пыратчĕç-ха...

Пĕтĕмлетỹ тунă май чылай ыйту çуралать. Пĕлнĕ тăрăх, çакăнти пĕр çуртра "Исток" ТЯО директорĕ хăй те пурăнать. Йывăрлăхсенчен пăрăнса-ши, тăкак курасран шикленсе-ши вăл кунти халăха шывпа тивĕçтерес ĕçне пăрахăçланă? Е "Исток" ТЯО ертỹçисене услам кăна интереслентерет-ши? Тата вăл хутмалли тапхăрта кунти хваттерсене ăшăпа тивĕçтернĕ чухне шывне ăçтан илет-ши? Т.ИВАНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика