АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2013.02.09 Çĕр – пирĕн тĕп кил

Çак ятпа районти тĕп библиотекăн ача-пăча уйрăмĕнче кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ – ачасен тавра курăмне анлăлатасси, экологи ĕç-хĕлне активлă хутшăнтарасси, çут çанталăк умĕнче яваплăха туйма вĕрентесси тата экологи енчен воспитани парасси. "Çĕр – пирĕн тĕп кил" курав тĕрлĕ пайран тăрать: "Экологи: пăлхану ÿсет", "Паян – ĕçе тытăнма вăхăт" тата ытти те.

"Çĕр, пурăн" пайри кĕнекесем, сăмахран – Хĕрлĕ кĕнекене кĕнĕ ÿсен-тăрансем, кайăксем, чĕр чунсем, территорисем çинчен. "Фантастсем шухăша кайма сĕнеççĕ" пайри кĕнекесене вуласан авторсем пуласлăх пирки хумханнине пĕлетĕн. Çавăн пекех унта нумай писателĕн çут çанталăка, тăван тавралăха упрасси пирки, художник-пейзажистсем çинчен çырнă калавĕсемпе сăввисене тупма пулать.

А.Замуткина

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика