АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2013.03.02 Кайăксене юратăр!

"Сада тухсан мĕн сас лайăх;

Вĕçен кайăк сасси лайăх..."

Халăх юрринчен.

Иртнĕ çулсенче Хĕрлĕ Чутай салинче пурăннă, унта ĕçленĕ, халĕ Çĕн Атикассинче пурăнакан Елизавета Андреевна Николаевана палламан-пĕлмен çын районта сахал пулĕ. Çамрăкрах чухне вăл аптекăра вăй хунă, мăшăрĕпе, Юрий Александровичпа, виçĕ паттăр ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хальхи вăхăтра мăшăр тивĕçлĕ канура, апла пулин те алă усса ларасшăнах мар.

Акă, сăмахран, Елизавета Андреевнана илер-ха. Хăйсен садне иленнĕ, хĕл каçма юлнă кайăксене ырми-канми пăхать, йывăçсем çине темиçе сырăш çакса панă. Кашни кунах чĕвĕлти кайăк-кĕшĕке хĕрхенсе, калаçа-калаçа апат çитерет, вĕсем çине пăхса савăнать.

Сырăшсем çинчен хĕвел çаврăнăш татмасть, апат-çимĕç хурса тăрать.

– Кайăксене эпĕ ачаранах юрататăп. Вĕсем юрланине кунĕн-çĕрĕн итлеме хатĕр, – тет кайăксен тусĕ Елизавета Николаева.

Юлашкинчен манăн шкул ачисене çапла чĕнсе калас килет:

– Ачасем, çут çанталăка, кайăксене юратăр! Вĕсене хĕллехи сивĕсенче пулăшма ан манăр. Елизавета Андреевна пек çынсенчен ырă тĕслĕх илсе ăша хывăр.

А.АЛЕКСЕЕВА, вĕрентекен.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика