Хĕрлĕ Чутай çĕр сĕткенĕпе ÿссе, вăй илсе çын пулнă, хăйĕн пурнăçне вăрманпа çыхăнтарнă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри Иккĕмĕш Липовкăра çуралса ÿснĕ Александр Трофимов, ЧР тава тивĕçлĕ лесовочĕ.
Ваттисем каласа панине ĕненес пулсан Иккĕмĕш Липовка ялĕ 1923 çулта йĕркеленсе кайнă. Урикасси çыннисем Н.Матвеев тата П.Козлов текенскерсем хăйсен ялĕнче шыв çукран хальхи Иккĕмĕш Липовка вырăнĕнчи Айхол юхан шыв хĕррине кайса вырнаçнă. Ăнăçлă хĕл каçнă хыççăн çуркунне кунта тата çичĕ çемье куçса пынă. Çапла ытти ял çыннисене унта юхан шыв, вăрман юнашарах пурри илĕртнĕ. Александр Михайлович çуралнă тĕле кунта пысăках мар ял йĕркеленме те ĕлкĕрнĕ. Унăн ашшĕ-амăшĕ те аякран куçса килнĕ. Трофимовсен çемйинче тăватă ывăл пулнă. Вăрман çывăхĕнче пурăнакан ачасем тавралăх илемĕпе пуянлăхне курса çитĕннĕ. Вĕсем кашни çулах вăрмана çырла е кăмпа, йĕкел е мăйăр пухма çÿренĕ, утă тунă.
Вырăнти лесниксен ĕçне курса-пĕлсе ÿсниех Александра шкул пĕтерсен Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне çул тытма хĕтĕртнĕ. 1964-1968 çулсенче унта вĕреннĕ хыççăн ăна Пермь тăрăхне направленипе ĕçлеме янă, унта участокри техник-лесоводра, лесничий пулăшуçинче, лесничийре ĕçленĕ. Тăван ене вăл 1976 çулта таврăннă, Çĕрпÿ лесничествин Опытный вăрман хуçалăхĕн лесничийĕнче ĕçлеме пуçланă. Унта вăл 36 çул вăй хунă.
Çав хушăрах, 1975 çулта, Ленинградри вăрман академине, 1990 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтернĕ.
Александр Трофимов лесничийре ĕçлеме килнĕ çул вăрман массивĕсен лаптăкĕ ултă гектар ытларах кăна пулнă. Унтанпа вăл тăрăшнипех вăрман 500 гектар ытла сарăлнă: юман, хурăн, çăка, хыр йывăççисемсĕр пуçне малтан кунта ÿсмен культурăсем – кедр, лиственница тата ытти йывăçсем ÿсме пуçланă. Çирĕм çул каялла лартнă йывăçсем халĕ кашласа лараççĕ.
Вăл ертсе пыракан коллектив çĕр эрозийĕпе кĕрешес тĕллевпе 600 гектар ытла çамрăк хунав лартса хăварнă.
Нумай çул ĕçленĕ хушăра Александр Михайлович коллективра сумлă ята тивĕçнĕ, вăрман лесничествине кирлĕ кадрсемпе çирĕплетнĕ, экономика пĕлĕвĕн шкулне ертсе пынă.
Александр Михайлович лесничествăра хушма хуçалăх та йĕркелесе яма пултарнă. Хуçалăх паян та çитĕнÿсемпе савăнтарать. Юлашки çулсенче çимĕç паракан сад тата утар пысăк тухăç çăл куçĕсем пулса тăраççĕ.
Лесничествăра ĕçлеме пăрахни иккĕмĕш çул ĕнтĕ. Апла пулин те Александр Михайлович ĕçсĕр лармасть, ĕçтешĕсемпе тачă çыхăну тытать, йывăç лартас ĕçсене активлă хутшăнать, сад-пахчара тăрмашать.
"Улма çиес килсен улмуççи ларт", – тенĕ ваттисем. ЧР тава тивĕçлĕ лесовочĕ Александр Трофимов вара: "Тутлă пан улми çиес килсен сыпма вĕрен", – тет. Чăнах та, сад ăсти улма е çырла йывăçĕсене сыпса тем тĕрлĕ çимĕç илет. Утарне те тытать. Пысăк опыт пухнăскер çут çанталăкпа уйрăлми килĕштерсе пурăнать.
А.ЗАМУТКИНА.