АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хаклă ентешĕмĕрсем!

00:00 16 октября 2010 г.

"Эпир пулнă, пур, пулатпăр" – чăваш поэзийĕн классикĕн Петĕр Хусанкайăн çак сăмахĕсем паянхи кун пирĕншĕн нихçанхинчен те пĕлтерĕшлĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланчĕ. Ун пĕтĕмлетĕвĕ кашни çемьен, общинăн, нацин тата пĕтĕм çĕр-шывăн иртнĕ çырав хыççăнхи çул-йĕрне тишкерсе хак пама, хамăрăн çивĕч ыйтусене, ÿсĕмсене, аталанăвăн çĕнĕ çулĕсене палăртма май парĕ.

Халăх çыравне хутшăнасси – кашни çыннăн ирĕкĕ. Пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ социаллă пулăма хутшăнса кашниех хăй халăхĕн историйĕнче палăрса юласса шанатăп.

Эпир хаклă пурлăх шутланакан, чикĕсĕр майсемлĕ информаци ĕмĕрĕнче пурăнатпăр. Çыравçăна эпир паракан тулли тата тĕрĕс кăтартусем çĕр-шыв ертÿçисене тĕплĕ шухăшласа тĕрĕс йышăнусем тума пулăшĕç. Пире хамăр халăхăн чăн портретне пĕлни питĕ кирлĕ.

Хисеплĕ ентешсем! Сире халăх çыравне хастар хутшăнма, уçă чунлă тата яваплă пулма ыйтатăп. Çакă Чăваш Республикин пуласлăхĕпе аталанăвĕ валли тĕплĕ прогнозсемпе программăсем хатĕрлеме май парĕ.

М.ИГНАТЬЕВ, Чăваш Республикин Президенчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика