АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юратнă хаçатăмăр уявĕ

00:00 06 апреля 2011 г.

"Пирĕн пурнăç" хаçатăн Çуралнă кунĕ çитрĕ. 81 çул пурăнать вăл район çыннисемпе пĕрле.

Юн кунпа шăмат кун ăна кашни çемьерех чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вăл ял çыннисене паллă пулăмсемпе, районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарать. Унăн кашни номерĕнчех – ял çыннисен пурнăçĕ, кун-çулĕ, районта пулса иртекен мероприятисем, тĕрлĕ хыпарсем. Республикăра тухса тăракан вун-вун хаçат хушшинче "Пирĕн пурнăç" хаçат район çыннисемшĕн чи çывăххи, чи илемли, чи юратни. Унăн тиражĕ кăçал 3140 экземпляра çитрĕ. Кашни çемьерех ăна ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те, аслашшĕпе асламăшĕ те юратсах вулаççĕ. Хăйсен шухăш-кăмăлĕ, ÿсĕмĕсем, хуйхи çинчен çырса пĕлтереççĕ, хăйлавĕсене ярса параççĕ. Хаçат вăл чун канăçĕ. Ăна вуламасан пурнăçран юлатăн.

Редакци ĕçченĕсем хаçата интереслĕ те илĕртÿллĕ тăвассишĕн творчествăлла шыравра ырми-канми тăрăшаççĕ: акци ирттереççĕ, тĕрлĕ конкурссем, викторинăсемпе олимпиадăсем, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ, вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене хаçатра пичетлеççĕ. Акă, Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ "Аса илме хăрушă – манма юрамасть" конкурса – 40 çын, майăн 19-мĕшĕнче ирттернĕ прессăн спорт фестивальне 150 çын хутшăнчĕ. Хаçат страницисенчи çĕнĕлĕхсем: саламлă çырусем, чăваш юррисем, интереслĕ кивĕ сăн ÿкерчĕксем, хушма хуçалăхра, пурнăçра усă курмалли сĕнÿсем вулакансен кăмăлне çĕклеççĕ. Хаçатра хăйсен, юлташĕсен, тăванĕсен, палланă çынсен хушамачĕсене курсан хĕпĕртеççĕ, хаçата ырăпа асăнаççĕ.

"Пирĕн пурнăç" район çыннисене пĕр чăмăра, "çемьене" пĕрлештерет, пĕр ĕмĕтлĕ пулма чĕнет. Хаçатăн кăçалхи иккĕмĕш номерĕнче районта пулса иртнĕ пулăмсене хутшăннă 99 çын хушаматне асăннă. Хаçат тусĕсен йышĕ çултан-çул ÿссе пырать. Редакци тăрăшнипе район çыннисен обществăлла активлăхĕ ÿсни савăнтарать. Халăхпа пĕрле кăна нумай ĕçсене тивĕçлĕ шайра пурнăçлама, çынсен пурнăçне лайăхлатма, район чысне çÿле çĕклеме пулать.

Ял çыннисене вĕрентсе воспитани парас ĕçре хаçатăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнсан кăна çирĕп сывлăхлă та телейлĕ пулассине хаçат халăха пĕрмай аса илтерет. Эрех-сăрапа аташни хуйхă-суйхăпа инкек кÿнине ăнлантарать. Ку енĕпе пуçлăхсен куллен ĕçлемеллине палăртать. 2011 çул ырă ĕçсен çулталăкĕ пултăрччĕ: пĕр-пĕринпе туслă пурăнасчĕ, пĕр-пĕрне пулăшса ырă ĕç тăвасчĕ.

Паян юратнă хаçатăн, ăна вулакансен уявĕ. Апла пулсан тава тивĕçлĕ журналистсене ырăпа асăнар, пĕр-пĕрне саламлар, малалла та пĕрле утма çирĕп сывлăх, такăр çул, телей те ăнăçу сунар.

И.Вазяков

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика