АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çур ĕмĕр пĕрле

00:00 06 апреля 2011 г.

Анчахрах ятарласа тенĕ пекеххамăн архивра упранакан хутсене пăхса тухма шухăш тытрăм. Чылаях хулăн папкăра ытларах район хаçачĕн тĕрлĕ çулсенче тухнă номерĕсем упранаççĕ-мĕн кунта. Чылайăшĕ вăхăт иртсе пынипе сарăхса кайнă ĕнтĕ, çапах та вĕсене эпĕ шалти темĕнле сисĕмлĕ-чĕтревлĕ туйăмпа алла илсе районта мĕн пулни-иртнине пăхса ларатăп. Ытларах мана, паллах, кăмăлăмпа çыравçă еннерех туртăннипе, хамăн малтанрах çырнă статьясемпе очерксем, сăвăсем кăсăклантараççĕ. Шутласан, чăннипе, вĕреннĕ хыççăн района ĕçлеме килнĕренпе хĕрĕх пилĕк çул ытла район хаçачĕпе туслă çыхăну тытатăп иккен. 1965 çултан пуçласа пĕр кун та хамăр район хаçачĕсĕр пурăнман вĕт-ха эпир мăшăрăмпа. Урăхла пулма пултарайманни куç кĕретех. Эпĕ вĕт-ха хамăр тăван Чутай çĕрĕнче çуралса çитĕннĕ çын. Мĕнле-ха хамăр район, халăх пурнăçĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланмăн! Хамăр район çыннисенчен ытларахăшĕ çакăн пекех шутлаççĕ пулĕ тенĕ шухăш çирĕпленнĕ манăн, уйрăммăнах, çамрăкрах вăхăтра.

Çамрăк учительсен ĕç укçи пĕчĕкрех пулнине, çемьере ачи-пăчи йышлине, килти хуçалăх юхăнарах кайнине пăхмасăрах хаçат-журнал çырăнмасăр пĕр çул та юлман. Ун чухне 10-15, тепĕр чух ытларах та, кăларăм çырăнса илеттĕмĕр. Çав хаçат-журнал тĕркинчен чи малтан хамăр район хаçатне илсе вулаттăмăр, халĕ те çавах. Ку хăйне майлă "чир" тесен те тĕрĕс пулĕ – пĕрре чĕлĕм туртма хăнăхнă çын туртмасăр чăтаймасть, теççĕ.

Çав 40-50 çул хушшинче хаçатăмăр тĕрлĕ ятпа тухса пычĕ. Эпĕ ас тăвасса, малтан вăл "Çĕнтерÿ çулĕ" ятпа тухатчĕ, каярахпа "Колхоз хаçачĕ", "Коммунизм çулĕпе", "Пирĕн пурнăç" ятпа çитетчĕ вулакансем патне.

Малтанхи тĕп редактор (эпĕ ас туни) Михаил Акимович Назаровччĕ – "Çĕнтерÿ çулĕ" хаçат. Хаçатра унăн сăввисем Айгир псевдонимпа тухатчĕç. Эпĕ района ĕçлеме килсен вăл чылай çул редактор çумĕнче тăрăшрĕ. Сăвăç пулнă май, мана та вăл сăвă техĕмне ăнланма вĕрентсе пычĕ. Ас тăватăп-ха, 1967 çулхи августăн пĕрремĕш числинче хаçатра манăн "Йăванпа Пăван" юптару пичетленнĕччĕ. Каярахпа вăл республикăри "Капкăн" журналта кун çути курнăччĕ.

Ун хыççăн хаçат редакцине Иван Ефимович Ландышев ертсе пыма тытăнчĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ ăна малтанах, хам Чутай шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтранпах (1953-1956 çç.) пĕлетĕп. Ун чухне вăл ВЛКСМ райком секретарĕнче ĕçлетчĕ. Çирĕккасси урамĕнчи интернатпа кÿршĕллĕ çуртра хваттерте пурăнатчĕ, ун чухне урăх хушаматпа çÿретчĕ. Иван Ефимович тараватлă, сăпайлă çынччĕ, яланах çынпа ăшшăн калаçатчĕ. Мана та унпа чылай тĕл пулса калаçма тÿр килнĕшĕн савăнатăп.

Ман аса ăш пиллĕ кăмăлпа кĕрсе юлнă редакци тепĕр ĕçченĕ – редактор çумĕнче тимленĕ çын – Егор Афанасьевич Афанасьев. Вăл ĕçленĕ вăхăтра хаçатра – 70-мĕш çулсенче – манăн "Паттăрсен çĕрĕнче" тĕрленчĕк "Турист дневникĕнчен" рубрикăпа тата тĕрлĕ статьясемпе сăвăсем тухса пычĕç. Вăл та çынсемпе килĕшÿллĕ, хăйне мăнна хумасăр калаçатчĕ.

Вăхăт иртнĕ май, редакцинче вăй хуракан чылай çынпа паллашса калаçма тÿр килнĕ мана. Хăй вăхăтĕнче редактор çумĕнче те, редакци сотрудникĕнче те Павел Арсентьевич Голицын (Голпар), Анатолий Николаевич Никитин, Геннадий Аркадьевич Анисимов ĕçлерĕç. Павел Арсентьевич та çынна ăнланса, тимлĕн тăнласа усăллă сĕнÿсем паратчĕ.

Нумай çул хушши редакцинче Анатолий Николаевич Никитин тăрăшрĕ. Ытлашши сăмах вакласах каймастчĕ вăл, хăйĕн ĕçне тĕплĕн тăватчĕ. Унпа та сахал мар тĕл пулса калаçнă.Эпĕ ăна ачаранах, пĕчĕкренех пĕлетĕп.

Геннадий Аркадьевич Анисимовпа вăтăр çул ытла ĕнтĕ творчествăлла туслă çыхăну тытса пыратпăр темелле. Вăл пичет ĕçĕнче пуян опыт пухнă, анлă тавра курăмлă журналист, тĕрлĕ темăпа пысăк калăпăшлă статьясем, очерксем çырма ăста. Унăн материалĕсене эпĕ яланах интересленсе вулатăп. Манăн нумай статьясемпе очерксене, калавсене редакцилесе пичете юрăхлă туса çитерме пулăшрĕ вăл. Эпĕ ăна чун-чĕреренех тав тăватăп.

Тĕп редакторта тăрăшнă Николай Павлович Барышникова, Владимир Николаевич Чернова, Михаил Александрович Чемашкина та ырăпа асăнас килет. Вĕсем редакцие ертсе пынă çулсенче манăн пысăк калăпăшлă чылай произведенисем хаçатра пичетленме пултарчĕç.

Пĕр сăмах пуçланăскер, хам пекех хаçат пурнăçĕпе кăсăкланса, пулăшса пынă, пулăшса пыракан çунатлă чунлă юлташсене асăнас килет. Вĕсен шутне эпĕ Василий Никифорович Спиридонов (Эрченеш) писатель-поэта, Валериан Григорьевич Толстов-Атнарский журналиста, нумай енлĕ пултаруллă краеведа, Иван Яковлевич Данилов историка, краевед-çыравçăна, Виталий Андреевич Стекольщиков çыравçăна кĕртетĕп. Вĕсенчен те эпĕ нумай вĕреннĕ, вĕсен хăйлавĕсемпе хавхаланса пурăннă.

Хальхи вăхăтра редакцие ертсе пыракан Алина Николаевна Оринова та ман куç умĕнчех çамрăк çыравçăран аталанса пысăк сумлă журналист пулса тăчĕ. Вăл ертсе пынипе редакци ĕçченĕсем тарăн шухăшлă материалсем калăпласа хаçат сăн-питне, пахалăхне çĕнетсе, ÿстерсе пыма тăрăшаççĕ. Вĕсене ĕçре творчествăлла çитĕнÿсем туса пыма ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунатăп.

А.Трофимов

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика