АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов – районта

00:00 09 августа 2011 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов шăмат кун пирĕн районта пулнă. Ĕçлĕ çул çÿреве тухнă май вăл район ертÿçисемпе пĕрле виçĕ хуçалăха çитнĕ, вырма ĕçĕсемпе паллашнă.

Малтанах вĕсем "Нива" ял хуçалăх производство кооперативĕн йĕтемĕ çинче пулнă. Кунта ĕçсем кал-кал пулса пыни тÿрех палăрнă: ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ, йĕтем çине илсе пынă тĕш тырра сортлаççĕ, типĕтеççĕ. Августăн 3-мĕшĕ тĕлне хуçалăхăн уй-хирĕнчен 620 тонна тыр-пул кĕнĕ. Тухăç вăтамран 30 центнерпа танлашать. Комбайнсем хыççăн юлса пыракан улăма преслаççĕ те сĕт-çу ферми çывăхне ăсатаççĕ, тĕркемсене хĕлле валли усрава хураççĕ. Çав хушăрах кĕр тыррисене акса хăварма çĕр хатĕрлес ĕç те пулса пырать.

Сергей Павлов "Сурское" тулли мар яваплă обществăра та пулнă, вырма мĕнле пынипе интересленнĕ. Ку хуçалăхăн вырса илмелли пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 260 гектар йышăнаççĕ, вĕсенчен 70 гектарне пуçтарнă ĕнтĕ. Сергей Владимирович йĕтем çинче тăрăшакансемпе курса калаçнă. Хуçалăх ĕçченĕсем вырмана вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме кăмăлĕсем пысăккине пĕлтернĕ.

Юлашкинчен ертÿçĕсем "Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулнă. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов механизациленĕ йĕтем çинче пыракан ĕçсемпе паллашнă. Кăçал атнарсем тыр-пул типĕтекен çĕнĕ комплекс хута янă. Çĕнĕ йышши комплекс тырра тасатас-типĕтес ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, тыр-пул тухăçĕ те савăнтарать: гектартан 30-35 центнер тухать. Палăртмалла, "Коминтерн" хуçалăх кашни çулах техника паркне çĕнетсе пыма тăрăшать. Кăçал хуçалăх «Джон Дир» тракторпа пуянланнă. Хальхи вăхăтра çĕнĕ трактор уйра пысăк пахалăхпа çĕр хатĕрлет.

Августăн 8-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1500 гектар çинчен вырса илнĕ. Çакă – планпа пăхнин 24 ытла проценчĕ. Пĕтĕмпе 3379 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. Тыр-пул тухăçĕ гектар пуçне вăтамран 24,4 центнерпа танлашать. Вырма ĕçне 20 ытла комбайн хутшăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика