00:00 17 августа 2011 г.
Ĕнер пирĕн районта Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ. Çавăн пекех района сумлă хăнасем – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн экономика политикин, агропромышленность комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Николай Малов, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕ Ирина Семенова тата ыттисем те килсе çитрĕç. Вĕсем район пуçлăхĕпе Александр Степановпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Башкировпа Мăн Этмен шкулĕнче, "Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулса курчĕç, вырăнти лару-тăрупа паллашрĕç. Унтан райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче И.Моторин районти предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ.
Çÿлерех палăртрăмăр ĕнтĕ, чи малтанах хăнасем Мăн Этмен шкулне çул тытрĕç. Иртнĕ вĕренÿ çулне кунта 281 ача вĕçленĕ. Кăçал пĕрремĕш хут парта хушшине 12 ача (сентябрĕн 1-мĕшĕччен кăтартусем улшăнма та пултарĕç!) ларĕ. Шăпах вĕсем валли хăнасем кашни парта çине пĕрер ноутбук парнелеме шантарчĕç. Хальхи вăхăтра кунти ача садне куллен 20 пепке çÿресе тавра курăмне анлăлатать. Çывăх вăхăтра тата 15 вырăнлăх тепĕр ушкăн уçăлмалла. Палăртмалла, ачасем хăнасене лайăх кĕтсе илчĕç. Сăмахран, тăватă çулхи С.Никифоров сăвă каласа пачĕ, арçын ачасемпе хĕр ачасем "Асаннеçĕм" юрă та парнелерĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле учительсен коллективĕпе асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.
Малалла çул "Коминтерн" хуçалăхĕ еннелле выртрĕ. Иван Моторин тата ыттисем автопаркра пулчĕç, кунти ĕç-хĕлпе интересленчĕç. "Коминтерн" ЯХПК кăçал тыр-пула тасатса та типĕтсе кăларакан çĕнĕ комплекс хута янă. Сăмах май, ăна Брянск хулинче туса кăларнă, вăл сехетре 20 тонна тырра тасатса типĕтет. Унăн хакĕ 4 млн та 500 пин тенкĕпе танлашать. Çакна валли хуçалăх 3 млн тенке яхăн кредит илнĕ.
Райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче иртнĕ канашлура районăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне тишкерчĕç. Ку енĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Башкиров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн экономика политикин, агропромышленность комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Н.Малов, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ В.Павлов, Раççейри Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи В. Александров, "Россельхозбанкăн" Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи И.Письменская, Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕ И. Семенова, "Коминтерн" хуçалăх ертÿçи А.Новикова тата ыттисем те доклад турĕç, сĕнÿсем пачĕç.
Канашлăва И.Моторин пĕтĕмлетрĕ, вăл районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕнче ырă енсене палăртнипе пĕрлех хĕрлĕчутайсене çĕр улми лартса ÿстерме, энергие перекетлес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрма, инвесторсене явăçтарма, ППЭ кăтартăвĕсем республикăрипе танлаштарсан пĕчĕкрех пулнине кура вĕрентекенсене ку енĕпе тăрăшарах ĕçлеме, çĕр пайĕсене харпăрлăха илес ĕçе хăвăртлатма сĕнчĕ тата ытти енĕпе те чылай канаш пачĕ. Унтан Иван Борисович канашлăва пухăннисен ыйтăвĕсене – Етĕрнери спирт завочĕн пуласлăхĕпе сĕт хакĕ пирки – хуравларĕ.
А.ОРИНОВА.