00:00 30 декабря 2011 г.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем, обществăлла корреспондентсем, пичет ветеранĕсем, районти почта уйрăмĕсенче тăрăшакансем!
Сире Çĕнĕ çул ячĕпе тата Сурхури уявĕпе мĕн пур кăмăлтан саламлатпăр. Çывхарса килекен 2012 çул ырри çумне ыррине хуштăр, кашни валли ăнăçу, иксĕлми телей, пысăк савăнăç, тăнăçлăхпа канăçлăх илсе килтĕр. Çĕнĕ çул пуриншĕн те çутă та таса, тулли те малашлăхлă пултăр. Çĕнĕ çулта шухăш-ĕмĕтĕрсем, тĕллевĕрсем, шанчăкăрсем пурнăçланччăр. Çĕнĕ çул ячĕпе!