00:00 18 августа 2012 г.
2012 çул 2 суйлавпа палăрса тăрать. Çуркунне, март уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ иртрĕ. Кĕркунне, октябрĕн 14-мĕшĕнче, пĕрлĕхлĕ сасăлав кунĕнче, суйлавçăсен тивĕçлĕ йышăнупа 2-мĕш хут сасăлава хутшăнас пулать. Хаçат вулакансене çакна пĕлтеретпĕр, ку хутĕнче суйлав районăн виçĕ ял тăрăхĕнче – Хĕрлĕ Чутайра, Пантьăкра тата Хусанушкăнче – иртет. Кун пирки район Пухăвĕн депутачĕсем "Раççей Федерацийĕн гражданĕсен референдума хутшăнмалли тĕп прависемпе тата суйлав правин гарантийĕсем" çинчен калакан федераллă саккунăн 71-мĕш статйин 8-мĕш пункчĕпе, 10-мĕш статйин 7-мĕш пункчĕпе тата 24-мĕш статйин 4-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн тата "Чăваш Республикин хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕсем" çинчен калакан Чăваш Республикин саккунĕн 12-мĕш статйин 4-мĕш пункчĕпе тата 5-мĕш статйин 1-мĕш пункчĕпе, Хĕрлĕ Чутай районĕн Уставĕнчи 12-мĕш статйипе килĕшÿллĕн кăçалхи Туктамăшри пĕр мандатлă 9-мĕш тата Пантьăкри 12-мĕш округсенче район Пухăвĕн депутачĕсен хушма суйлавне ирттерме июлĕн 19-мĕшĕнче йышăну кăларнă. Сăлтавĕ – ку тăрăхри район депутачĕсем хăйсен полномочийĕсене вăхăтсăр пăрахăçланинче. Вулакансене пĕлме: Туктамăшри округа Туктамăш ялĕн çыннисем тата Хĕрлĕ Чутай салин Ленин урамĕнче пурăнакансем кĕреççĕ. Пантьăкри округа Пантьăк салин суйлавçисем, хватукассисем, хирлÿкассисем, Ирчкассинче, Лобара пурăнакансем кĕреççĕ. Çавăн пекех Хусанушкăнь тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн те суйлав иртĕ. Кунта та çÿлерех асăннă сăлтавпах, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама пăрахнă. Хусанушкăнь ял тăрăхĕн депутачĕсен йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кунта та пĕрлĕхлĕ суйлав кунĕнче суйлав иртмелле. Хусанушкăнь ял тăрăхĕн 7 ялĕ те сасăлава хутшăнĕ.
Паянхи кун территорири суйлав комиссийĕ пĕрремĕш йышăнусем тăвать. Кунта çывхаракан суйлавпа çыхăннă ĕç планĕ, ĕç кунĕсен вăхăчĕ пирки, ĕç ушкăнĕсем йĕркелемелли йышăнусем тунă. Хальхи вăхăтра кандидатсене йышăнмалли тапхăр пырать. Вăл сентябрĕн 3-мĕшĕччен тăсăлать. Кунтах çакна асăрхаттаратпăр, çак тапхăрта регистраци витĕр тухнă кандидатсем пирки тата суйлавпа çыхăннă ытти информацие район хаçачĕн страницисенче вуласа пĕлме пулать. Çавăн пекех территорири суйлав комиссийĕн сайтĕнче паллашма пулать. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 2-13-29, 2-14-42.
Территорири суйлав комиссийĕ.