00:00 10 сентября 2012 г.
Сентябрĕн 7-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салин Тĕп стадионĕнче виççĕмĕш хут прессăн спорт фестивалĕ – «Пирĕн пурнăç» хаçат парнисемшĕн тата А.Г.Николаев летчик-космонавта асăнса çăмăл атлетика эстафета чупăвĕ иртрĕ. Калас пулать, Чăваш Енри прессăн спорт фестивалĕ икĕ тапхăрпа иртет: пĕрремĕшĕ – районта, иккĕмĕшĕ – «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн сентябрĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта пулать.
Иртнĕ эрне кун кĕрхи çанталк районти çăмăл атлетикăна кăмăллакансен чăтăмлăхĕпе çирĕплĕхне самаях тĕрĕслерĕ – эстафета пынă вăхăтра çумăр пĕр чарăнми çурĕ. Апла пулин те спорта юратакан вун-вун ушкăн старта тухрĕ. Виçĕм çулхипе тата пĕлтĕрхипе танлаштарсан эстафетăна хутшăнакансен шучĕ сахалтарах пулчĕ пулин те кăçал та ăмăрту çивĕч иртрĕ.
Кăçал пуринчен те малтан старта чи пĕчĕккисем – Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕн «Пилеш» ушкăна çÿрекен çамрăк спортсменсем – тăчĕç. Маттур ачасем пурте спортпа туслă пулнăшăн Дипломсене тивĕçрĕç.
Шкул ачисем те ырă сăмаха кăна тивĕç – çанталăка пăхмасăр темиçе ушкăн та старта тухрĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче Штанаш шкулĕн вĕренекенĕсем мала тухрĕç, хусанушкăньсем – иккĕмĕш, Мишеркасси шкулĕн вĕренекенĕсем вара виççĕмĕш пулчĕç.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем хушшинче çĕнатикассисене çитекенни пулмарĕ. Атнарсем дистанцие иккĕмĕш вĕçлерĕç, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсем – виççĕмĕш.
Хĕрарăмсен ушкăнĕсем те мала тухассишĕн хастар ăмăртрĕç. Штанаш тăрăхĕн пикисем финиша пĕрремĕш çитрĕç. Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕн «Пилеш» ушкăнĕнче тăрăшакансем – иккĕмĕш, Культурăпа кану центрĕнче вăй хуракан хĕрарăмсем
Арçынсен тупăшăвĕ пирки калас пулсан, кăçал Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнакансен «вăйлă пайĕнчен» старта икĕ ушкăн кăна тухрĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене те вĕсемех – районти полици уйрăмĕнче тата райбольницăра тăрăшакан арçынсем – пайларĕç.
Патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен икĕ ушкăнĕ – райадминистраци пуçлăхĕн çумĕсем Алексей Порфирьевпа Владимир Храмов ертсе пынисем – старта тухса хăйсем çумăртан хăраманнине тата спортпа туслă пулнине çирĕплетрĕç.
Ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ ушкăнсене илес пулсан чылайăшĕ каллех, ытти çулсенчи пекех, ăмăртăва тухма кăмăл туман. Чупăва хутшăннисенчен дистанцие чи малтан Пантьăк ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем парăнтарчĕç, унтан – атнарсем, виççĕмĕш – хусанушкăньсем. Киватикассисем вара ветерансен тупăшăвне хутшăннă пĕртен-пĕр ушкăн пулчĕç.
Тĕп ушкăнта старта тухакан пулмарĕ.
Кăçал старта спорт çемйисем те тухмарĕç. «Пирĕн пурнăç» хаçат парни те – райхаçата çитес çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче илсе тăмашкăн тÿлевсĕр çырăнса пани – хуçисĕрех юлчĕ.
Темле пулсан та, районта спортпа туслисем пур-пĕр йышлăрах пулни савăнтарчĕ. Кĕрхи çумăр та вĕсен кăмăлне пăсмарĕ, пачах урăхла, ăмăртăва çивĕчрех те интереслĕрех турĕ.
Çĕнтерÿçĕсем пурте Хисеп грамотисене тата «Пирĕн пурнăç» хаçат парнисене – райхаçатра пĕр хут тÿлевсĕр 150 тенкĕлĕх пĕлтерÿ е салам пичетлеме ирĕк паракан купона – тивĕçрĕç. «Поддержка» страхлав компанийĕ те (районти уйрăмĕн ертÿçи – В.Чишкин) мала тухакансене парнесемпе савăнтарчĕ.
Палăртмалла, çăмăл атлетика эстафетине хутшăннисене тата чăтăмлăхпа палăрса мала тухнисене Чăваш Республикин паллă спортсменĕсем – Алина Ивановапа Вера Соколова – саламларĕç, спортра малашне те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума сунчĕç.
Хĕрлĕчутайсем çитес шăмат кун, сентябрĕн 15-мĕшĕнче, Шупашкарти «Олимпийский» стадионта «Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн иртекен эстафетăна тивĕçлĕ хутшăнса малти вырăнсене йышăнасса шанатпăр.
/фоторепортаж/