00:00 01 октября 2012 г.
"Пирĕн пурнăç" хаçат редакцийĕ вулакана çăмăллăх кÿрес тесе çиччĕмĕш хут ĕнтĕ 10 кунлăх акци ирттерет.
Кам та кам октябрĕн1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 10-мĕшĕнчен "Пирĕн пурнăç" хаçата 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăмашкăн çырăнать, вăл çав тапхăрти ултă уйăх хушшинче пĕр хутчен хаçат страницинче тÿлевсĕрех (150 тенкĕлĕх) салам, пĕлтерÿ, тав сăмахĕ тата хурланнине пичетлеме пултарать. Вĕсен хакĕсем пĕчĕк маррине шута илсен, район хаçатне çырăннин усси пуррине хăвăрах шутласа пăхăр. Хаçатлă та пулатăр, çывăх çыннăрсем пирки тÿлевсĕр пĕлтерме те пултаратăр.
Тÿлевсĕр пичетлес тесен редакцине маларах çырăнтару квитанцине илсе килмелле. Асăрхаттаратпăр: квитанци çинче штемпель палли пулмалла. "Пирĕн пурнăç" хаçата çырăнăр, вулăр, пирĕн парнене йышăнсамăр.
«Пирĕн пурнăç» хакĕ: почтальонсенчен – 199 тенкĕ те 98 пус. редакцинчен, Чăваш пичет киоскĕнчен – 150 тенкĕ.