00:00 14 января 2013 г.
Январĕн 13-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра Раççей пичечĕн кунне паллă тăваççĕ. Çак кун виççĕре яхăн çул каялла пĕрремĕш Раççей хаçачĕ – "Ведомости" кун çути курнă. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ, пичет кăларăмĕсен сăн-сăпачĕ те, вĕсем çутатакан пулăмсем те, татса пама тăрăшакан ыйтусем те улшăнсах тăраççĕ, анчах та журналистсен тĕп тивĕçĕ – халăхшăн тăрăшасси – улшăнмасть.
Пичет кăларăмĕсемшĕн çак уяв хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать: эпир туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлететпĕр, малашлăх планĕсене палăртатпăр. Пĕлтĕр эпир районта тата республикăра пулса иртнĕ чылай мероприятие хутшăнтăмăр, виççĕмĕш хут "Пирĕн пурнăç" хаçат парнисемшĕн çăмăл атлетика эстафетине ирттертĕмĕр. Анчах та пирĕншĕн чи пĕлтерĕшли – хаçат тиражĕ ÿсни. Апла пулсан, вулакансене район хаçачĕ килĕшет.
Пурне те уяв ячĕпе!
Редакци коллективĕ.