00:00 14 января 2013 г.
2012 çул тăршшĕпех "Пирĕн пурнăç" хаçат "Кивĕ сăн ÿкерчĕк" фотоконкурс ирттерчĕ. Çулталăк вĕçленчĕ, çавăнпа та пĕтĕмлетÿсем тума вăхăт.
Кăçал конкурсра 40 ытла çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксене курма пулчĕ, хăш-пĕр çемьесенчен – темиçешер те. Интереслĕ, тĕрлĕ пулăма сăнлакан сăн ÿкерчĕксем чылай пулчĕç, уйрăмах ял пурнăçне, унти уявсене, ял çыннисен ĕç-хĕлне сăнлаканнисем кăсăклă.
Çăмăл пулмарĕ пире пĕтĕмлетÿ тума. Апла пулин те, эпир пилĕк номинацире çĕнтерÿçĕсене палăртрăмăр.
"Фотоконкурса чи активлă хутшăнакан" номинацире Тихăнушкăнь ялĕнчи Г.С.Праулов çĕнтерчĕ (унăн çемье архивĕнчен пурĕ сакăр сăн ÿкерчĕк пичетленчĕ).
"Шкул пурнăçне сăнлакан чи кивĕ сăн ÿкерчĕк" номинацире Ачкассинчи З.П.Малышева (1929 çулхи сăн ÿкерчĕк), "Районăн культура пурнăçне сăнлакан чи кивĕ сăн ÿкерчĕк" номинацире Тралькассинчи Г.А.Еремеева (1955 çулхи сăн ÿкерчĕк), "Район историне сăнлакан чи кивĕ сăн ÿкерчĕк" номинацире Тихăнушкăнчи П.К.Волков (иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнчи сăн ÿкерчĕк), "Район çыннисене сăнлакан чи кивĕ сăн ÿкерчĕк" номинацире Питĕркассинчи П.В.Фондеркин (1917 çулхи сăн ÿкерчĕк) çĕнтерчĕç. Çĕнтерÿçĕсене хаçат редакцийĕ парнепе савăнтарĕ.
"Кивĕ сăн ÿкерчĕк" фотоконкурса эпир тăватă çул хушши, 2009 çултан пуçласа, ирттертĕмĕр. Хаçат страницисенче çак хушăра вун-вун кивĕ сăн ÿкерчĕк кун çути курчĕ, чылай район çынни унта харпăр хăйне, тăванĕсене, юлташĕсене палласа илчĕ. Анчах та хуть те мĕнле ĕçĕн те вĕçĕ пур теççĕ, çавăнпа та кăçалтан эпир çак конкурса вĕçлеме шутларăмăр. Район историне, йăли-йĕркине сăнлакан ÿкерчĕксене редакцине килсе е ярса панă çынсене пурне те чĕререн тав тăватпăр.
Редакци коллективĕ.