00:00 16 января 2013 г.
Январĕн 19-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче савăнăçлă мероприяти – Чăваш пичечĕн кунне халалланă уяв – иртĕ, курав та пулĕ.
Чăваш журналистики "Хыпар" хаçатран пуçланать. Унăн пĕрремĕш номерĕ 1905 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче тухнă. Ăна пуçараканĕ тата хаçат редакторĕ – паллă ученăй-педагог Николай Никольский. "Хыпар" хаçата тĕпе хурса 1918 çулта, февраль уйăхĕнче, "Канаш" хаçат йĕркеленет. Халăх хаçачĕ Шупашкар хулинче 1921 çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕнчен пичетленме тытăнать. 1937 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнчен вăл "Чăваш коммуни", 1952 çулхи мартăн 21-мĕшĕнчен "Коммунизм ялавĕ" ятсемпе тухать. 1991 çулхи августăн 30-мĕшĕнчен хаçат "Хыпар" ятпа çÿреме тытăнать.
Пĕрремĕш, малтанхи чăваш хаçачĕсем хушшинче паллă вырăн йышăнаканнисем çаксем: "Çĕрпÿ халăх хаçачĕ", "Шупашкар пурнăçĕ", "Ĕç ялавĕ", "Самана", "Хресченсен, ĕçлекенсен тата солдат депутачĕсен Етĕрнери Канашĕн хыпарĕ", "Шупашкарти земство хаçачĕ", "Сăр листокĕ", вĕсем 1917-1923-мĕш çулсенче пичетленнĕ. Вулакансем кăмăлланă журналсем çаксем: "Ана", "Çĕр ĕçлекен", "Ана-Шурăмпуç", "Атăл юрри".
Çÿлерех асăннă кăларăмсем Чăваш Енре пичет ĕçне аталантарма тата йĕркелеме пулăшнă. Паян вĕсен йăли-йĕркисене тĕпе хурса "Советская Чувашия", "Хыпар" тата ытти хаçатсем ĕçлеççĕ.
«Пирĕн пурнăç» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем те Чăваш пичечĕн куннен халалланă уява хутшăнĕç.