00:00 21 января 2013 г.
Ырă кун пултăр, хаклă вулаканăм! Акă ĕнтĕ санпа 2012 çула та пурăнса ирттертĕмĕр. Паян сан аллунта 2013 çулхи хаçатăн тăваттăмĕш номерĕ. Иртнĕ çул темĕн те пулчĕ, çапах та ыррине те, усаллине те пĕрлех пайларăмăр, çĕнĕ çула та пĕрлех кĕтĕмĕр. Тавах сана пирĕнпе çыхăну татманшăн, "Пирĕн пурнăçпа" пĕрлех юлнăшăн. Малашне те пĕрлех пуласчĕ. Тен сана пур ыйтупа та тивĕçтереймерĕмĕр те пулĕ, çапах эсĕ пире куншăн каçаратăн пулĕ тетпĕр: хамăр шухăшăмăрпа эпир тăрăшсах вăй хутăмăр, ĕçлемен çын кăна йăнăшмасть. Умра чылай улшăнусем пулĕç, вĕсемсĕр пуçне тата нумай ĕçсене те тивĕçлĕ шайра пурнăçлама тивĕ.
186 экземпляр ÿсрĕ
Çапла, тĕрĕс ăнлантăр. Çултан-çул эпир йышлансах пыратпăр. Паянхи хаçатăн тиражĕ 3567 экземпляр. Пĕлтĕр ку вăхăтра 3381 экземпляр пулнăччĕ, апла пулсан çĕнĕ çула 186 экземпляр хушăнса кĕтĕмĕр. 2011 çулта вара хаçатăн тиражĕ 3120 экземпляр пулнăччĕ, 2010 çулта – 2753, 2004 çулта – 1540. Ытти регионсенче хаçат редакцийĕсем хупăнса тата тиражĕ чакса пынă вăхăтра, пирĕн кăтартусем ÿссе тата эпир йышланса пыни пире питĕ савăнтарать, малашне тата тăрăшарах ĕçлеме хистет.
Паллах, эпир пĕрле тата пирĕн шухăшсем пĕр пек пулсан кăна малалла та малалла утăмсем тума пултаратпăр. Апла пулсан, хаклă вулаканăм, эсĕ те, хаçат сан кăмăлна кайтăр тесе, ан ÿркен, пирĕн пата çыру çыр! Шăнкăравла! Редакцине кĕрсе тух! Ырă хыпара пĕлтер, ыйтмаллине – ыйт, каламаллине – кала.
Почтальонсем те тăрăшса ĕçлерĕç
Район хаçатне вулакан патне вăхăтра çитерес тата тиражне ÿстерес тесе почтальонсем те чылай тăрăшса ĕçлерĕç. Ку енĕпе вара пĕрне хурласа теприне ырламалла мар. Пурте вăй çитнĕ таран тăрăшаççĕ.Çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсене чуна парса ĕçленĕшĕн кашнин умĕнче пуçа таятăп, малашне те пĕр-пĕрне ăнланма çирĕп сывлăх, ĕçлес туртăм, телейпе ăнăçу сунатăп. Анчах та, ку хутĕнче, хастартарах пулнă почтальонсене асăнмасăр иртме май çук, вĕсем çаксем: Ю.Майорова, Р.Коракова, Р.Саверкина, Н.Кондрашкина (Хĕрлĕ Чутайри çыхăну уйрăмĕ), Р.Михуткина, Н.Волкова (Атнар), Г.Куропаткина (Мучикасси),Т.Сергеева,И.Дадюкова, О.Михопарова (Питĕркасси) В.Микушкина, И.Захарова, Г.Данилова (Утаркасси), А.Тиверкина, А.Васькина (Кив Атикасси), З.Семенова, Т.Устинова (Хусанушкăнь), В.Прокопьева (Штанаш), Н.Сергеева, Г.Карпова (Шĕмшеш).
Кашни йĕркешĕн – тав
Хаçат страницисем обществăлла корреспондентсен материалĕсемпе кăна пуян. Çавăнпа та вĕсен çырăвĕсене эпир хаваспах кĕтетпĕр. Иртнĕ çулта хаçат страницисенче ытларах Тури Çĕрпÿкассинчи Лев Медведевăн, Сĕнтĕкçырминчи Светлана Яруткинан, Мишеркассинчи Иван Вазяковăн, Хĕрлĕ Чутайри Валерий Романовпа Зинаида Угольникован, Роберт Галимовпа Матвей Кораковăн, Мăн Этменти Александр Трофимовăн, Элĕк районĕнчи Мăн Ямашри Геннадий Савельевăн, Калкассинчи Анатолий Тихоновăн, Шупашкарти Юрий Григорьевскин материалĕсем хаçатра кун çути курчĕç. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Зоя Хораськина, Штанашри Галина Зотова учительсен материалĕсене кăмăллатпăр. Тата шкул çулне çитмен ачасене аталантарма пулăшакан статьясем ытларах Мăн Этмен, Питĕркасси, Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕн "Пилеш" тата "Хĕвел" ушкăнĕсен ĕçченĕсенчен пулчĕç. Вĕсене эпир пирĕнпе çыхăну тытса тăнăшăн чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр! 2013 çулта асăннă авторсемпе пĕрлех эсĕ те, вулаканăм, пире çĕнĕ статьясемпе, тĕрленчĕксемпе савăнтарасса шанатпăр.
Сире хисеплесе те юратса – хаçатăн тĕп редактор тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Галина ЯСТРЕБОВА.