00:00 13 февраля 2013 г.
Паян пирĕн пата хăнана Александр Трофимов – ултă кĕнеке авторĕ, Чăваш писателĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ – кĕрсе тухрĕ. Александ Петрович, пирĕн штатара тăман обществăлла корреспондент, редакцине нихăçан та пушă алăпа килмест, яланах е сăвăсем, е хайлавсем илсе килет. Хальхинче те вăл пире хăйĕн тин кăна «Пегас» издательство çурчĕ» ТЯО-ра кун çути курнă «Истомы свет» тата «Эх, Çил çунатăм!..» кĕнекисене парнелерĕ.
«Истомы свет» кĕнекере Александр Трофимов вырăсла çырнă сăвăсем, калавсем, саламсемпе ырă суннисем вырăн тупнă. «Эх, Çил çунатăм!..» кĕнекере вара куçару енĕпе ăнăçлă ĕçлекен Чутай поэчĕн вырăс халăхĕн паллă поэчĕсен чăвашла куçарнă сăввисемпе паллашма пулать. Çак кĕнекери хăш-пĕр куçарусем «Пирĕн пурнăç» хаçат страницисенче пичетленнĕччĕ ĕнтĕ. Эпир малашне те Александр Трофимовăн вырăсларан чăвашла куçарнă сăввисемпе вулакана паллаштарас шухăшлă.