АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хисеплĕ вулакансем!

14:13 06 апреля 2013 г.

Паян эпир сирĕнпе хаçатăн 83-мĕш Çуралнă кунне паллă тăватпăр.

Хаçат интереслĕ пултăр, вулакана килĕштĕр тесе эпир районта тата рес-

публикăра пулса иртекен мероприятисем пирки те, хамăр тăрăхри пултаруллă çынсем çинчен те çырма тăрăшатпăр, политикăри улшăнусене çутататпăр. Çитменлĕхсене те асăрхама тăрăшатпăр. Район хаçатне арçынсемпе хĕрарăмсем те, ватăсемпе çамрăксем те, шкул ачисем те вуланине шута илсе тĕрлĕ статья кăларатпăр. Хаçат страницисене интереслĕрех, усăллăрах тăвас тесе пĕтĕм вăй-хала шеллемесĕр ĕçлеме тăрăшатпăр.

Вулакан асăрхарĕ пулĕ, апрель уйăхĕнчен пуçласа хаçат сăнĕнче кăштах улшăнусем пулчĕç. Халĕ вăл "Чăваш Ен" ИПК" типографийĕнче хура-шурă тĕспе пичетленет.

Хаçатра пĕрмаях "Сывлăх", "Çамрăксен страници", "Арçынсен страници", "Тăван тавралăх", "Вĕрентÿ", "Шкул пурнăçĕ" страницăсем кун çути кураççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕсене салат рецепчĕсем те кирлĕ, тĕрĕс апатланни сывлăхшăн усăллине те шута илетĕр пулĕ тесе "Апачĕ тутлă пултăр" рубрика час-часах кăларатпăр. "Пурнăç пурнасси уй урлă каçасси мар", – тесе ахальтен каламан, кунран-кун тĕрлĕ ыйту сиксе тухма пултарать, çавăнпа та "Ыйту-хурав", "Пĕлес тенĕччĕ", "Çамрăк ашшĕ-амăшне", "Психолог кĕтесĕ", "Асăрханăр!", "Мĕн çитмест этеме" рубрикăсемпе те çырсах тăратпăр. Çав хушăрах калавсемпе кулăшсене вулама юратакансене те тимлĕхсĕр хăварас мар тетпĕр.

Темшĕн, хăш-пĕр вулакана хаçат страницисенче саламсемпе хурланни çинчен пичетленисем кăмăла каймаççĕ тата. Тăвансем, мăшăрсем, юлташсем пĕр-пĕрне чунтан юратса, ырă сунса çуралнă кунпа, юбилейпе саламлани япăх-им вара? "Çуралнинчен юлманни, вилессинчен те юлаймăн", – теççĕ халăхра. Çавăнпа та хурланни çинчен пĕлтернинче те япăххи нимĕн те çук тесе калас килет.

Куратăр пулĕ, хисеплĕ вулакансем, эпир мĕн туни – пĕтĕмпех сирĕншĕн! Сирĕн кăмăла юрама тăрăшса ĕçлетпĕр эпир. Пирĕн хушăри çыхăну ан татăлтăр, район хаçачĕн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр тесе малашне те пĕр-пĕринпе килĕштересчĕ. Пирĕн пата килĕр, çырăр, шăнкăравлăр, райхаçата вуласах тăрăр.

Редакци коллективĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика