14:15 06 апреля 2013 г.
"Пирĕн пурнăç" хаçат 83 çул тултарчĕ.
Вăл район çыннисемшĕн тĕрĕс те тулли информаци çăл куçĕ, ырă та шанчăклă канашçă. Унăн кашни номерĕнчех – ĕç çыннисен пурнăçĕ, кун-çулĕ. Манăн пурнăçăмра район хаçачĕ пысăк вырăн йышăнать. Çур ĕмĕр ытла статья пичетленчĕ. Ватлăх кунĕсем çитрĕç, сывлăх хавшасах пырать. Телевизор пăхаймастăп. Пĕртен пĕр савăнăç – юратнă "Пирĕн пурнăç" хаçатăм. Ăна эпĕ чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Пултаруллă та маттур çынсем çинчен вуласан савăнатăп. Вĕсем хăйсен тăрăшулăхĕпе ĕçре ÿсĕмсем тăваççĕ, спорт ăмăртăвĕсенче, тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнса район чысне çÿле çĕклеççĕ. Район хаçатне вулакансемшĕн интереслĕ те илĕртÿллĕ тăвассишĕн редакци коллективĕ ырми-канми тăрăшать. "Пирĕн пурнăç" хаçат район çыннисемшĕн чăн-чăн юратнă хаçачĕ пулса тăчĕ. Ăна паянхи кун 3596 çемье çырăнса илет. Çитĕннисем те, ачасем те ăна юратса вулаççĕ. Иртнĕ çултан пуçласа 90 çул тултарнă ватă çынсене Президент саламĕпе паллă туни, хаçатра ун çинчен тĕплĕ çырса пĕлтерни питĕ ырă ĕç. Вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ, ачисене ура çине тăратнă çынсем чăннипех хисеплĕ, вĕсене тав сăмахĕ калани вырăнлă.
Паян хаçатăн Çуралнă кунĕ, район пурнăçне тĕплĕн çутатакан журналистсен, "Пирĕн пурнăç" хаçата вулакансен уявĕ. Чи малтан эпĕ вулакансем ячĕпе редакци коллективне – тарăн шухăшлă, илемлĕ хаçат калăплакансене – пур кăмăлтан тав тăватăп, уяв ячĕпе саламласа çĕнĕ çитĕнÿсем тума иксĕлми вăй-хал, телей, ăнăçу сунатăп.
Район çыннисене хаçат редакцийĕ тĕллевсене пурнăçлама пĕр шухăшлă пулма, пĕрле ĕçлеме, хаçата интереслĕ статьясем ярса пама, интереслĕ пулăмсем çинчен телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме чĕнсе тĕрĕс тăвать.
Эпĕ "Пирĕн пурнăç" хаçата вулакансене уяв ячĕпе чунтанах саламласа сывă пурнăç йĕркине тытса пырса телейлĕ пулма ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатăп.
Хаçат ветеранĕ И.ВАЗЯКОВ, Мишеркасси ялĕ.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики