АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вырăсланса кайрăмăр, чăваш чĕлхине ăнланма пăрахрăмăр

16:04 24 апреля 2013 г.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, чĕлхе те аталанса пырать... Паянхи кун редакци патшалăх саккасне пурнăçлас тĕллевпе вăй хурать, вăл палăртнă темăсене уçса парассипе тимлет. Хаçат ятарлă ведомствăна пăхăнать, пирĕн ĕçе тишкерсе, кашни сăмаха тĕрĕс çырнине, куçарнине пăхса-сăнаса тăраççĕ.

Район хаçатне вулакансенчен хăшĕсем хаçатра ĕçлекенсем хаçат тултарас тесе ĕçлесе лараççĕ, мĕн тата мĕнле сăмахсемпе çырас килет – çавна çыраççĕ тесе шутлаççĕ пулас. Анчах питĕ йăнăшаççĕ. Хамăр статьясенче вулакансене ăнланмалларах çырма, пурнăçри пулăмсене витĕмлĕрех кăтартса пама тăрăшатпăр. Вулакансем ыйтнипех уйăх ячĕсене вырăслах пичетлетпĕр, «ертÿçĕ, пуçлăх» вырăнне «начальник» тесе çыратпăр тата ытти те. Анчах вулакансене юрас тесе çын сикки сикеймĕн – кашни япалан хăйĕн чикки пур. Хаçат вăл – официаллă япала, стена хаçачĕ кăларни мар. Вырăс сăмахĕсемпе усă курнăшăн пире пуçран шăлмаççĕ. Нивушлĕ чăвашла куçарма йывăр, теççĕ. Ас тутарса калас килет, хаçат вăл чăвашлăха малалла упрама пулăшакан хатĕр. Хаçатра та пулин чăваш чĕлхине упраймарăмăр пулсан, чĕлхе пĕтет тесен те тĕрĕс.

Хаçат ĕçĕ – куçа курăнакан ĕç. Вулакансем те, ав, пирĕн статьясене сас палли сиктермесĕр вулани сисĕнет. Нумаях пулмасть редакцине пĕр çамрăках мар хĕрарăм шăнкăравларĕ те тĕлĕнтерсех ячĕ.

– Акă, пĕр статьяна вуларăм, лайăх çырнă-ха, анчах "хĕрĕх чĕрнеллĕ" тени мĕне пĕлтерет? Ку сăмаха пĕрремĕш хут илтетĕп. Хаçатра Чутай çынни ăнланмалла çырмалла, – вĕрентме пăхрĕ вăл. – Ăнланмалла мар сăмахсемпе çыратăр. Ăнлантарса парăр-ха, – терĕ вăл хăй шкулта чăваш чĕлхипе «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕреннине аса илтерсе. Ача кĕтекен хĕрарăма чăвашсем çапла "хĕрĕх чĕрнеллĕ" тесе каланине ăнлантарма пăхрăм – çук, пулмарĕ.

– Так, интереснă ку! ... йывăр хĕрарăмăн чĕре айĕнчи ачин чĕрнисене шутласан аллă чĕрне тухать, – терĕ хайхи.

Тепĕр вунă чĕрнине ăçтан тупрĕ-ши вăл? Халăхра ĕмĕртен пыракан каларăша та пĕрремĕш хут илтет пулсан тата мĕн хушса каламалла-ши?

– Эсир вара республика хаçат-журналне вуламастăр пуль, унта та çаплах çыраççĕ, – терĕм.

– Вулатăп, ун пеккине ниçта та курман-илтмен, – терĕ.

Çак калаçу хыççăн хама хам шанмасăр, ÿркенмесĕрех М.Скворцовăн "Вырăсла-чăвашла словарьне" уçса пăхрăм. 554-мĕш страницăра: хĕрĕх чĕрнеллĕ – беременная (имеющая сорок ногтей) тесе ăнлантарнă.

Ку хĕрарăма ăнлантарас тесен хĕрлĕчутайсем пек "хырăмлă пулнине пĕлсен" тесе çырмаллаччĕ-ши? Статьясене интереслĕрех тăвасси, ăнăçлă калăпласси – хаçат ĕçченĕсен тĕллевĕ. Çавăнпа материалсене "сĕтеклĕрех" çырма тăрăшатпăр, илемлĕ литературăри пек хамăр шутласа кăларнă сăмахсене çыраймастпăр, паллах. Анчах çынсен кăмăл-туйăмне, ăс-тăнне туллин уçса пама, пурнăçа сăнлама пире халăхра анлă сарăлнă ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем пулăшаççĕ. Çÿлерех асăннă сăмахсемпе те автор текста илемлĕрех тума тăрăшнине шута илмелле. Эпир, хаçат ĕçченĕсем, "чăваш çынни чăвашлах вулатăр" тенине тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Хĕрлĕчутайсене ăнланмалла "чутайла" çырас пулсан вара статьясем те тÿрккес, кăнттам пулса тухĕччĕç, вĕсенче çунатлă туртăм çук пулсан вăл пире ним тума та хавхалантармĕччĕ, шухăша та ямĕччĕ, ниçта та чĕнмĕччĕ.

Хĕрлĕчутайсене халĕччен никам та «хитре калаçатăр» тенине илтмен. Пирĕн тăрăхри калаçу чĕлхи йăлт пăтрашăнса кайнă, таса, çепĕç калаçакан çукпа пĕрех. Вырăс чĕлхипе хутăшса кайнă чĕлхепе илемлĕ чăвашла статья епле çырăн-ха? Çавăнпа эпир литература чĕлхине, нормине пăхăнса ĕçлетпĕр, сăмахсене, сăмах çаврăнăшĕсемпе майлашăвĕсене, каларăшсене хамăртан шухăшласа кăлармастпăр, терминсемпе те вара палăртнисемпе çеç усă куратпăр. Кирлĕ вăхăтра ятарлă çĕнĕ йышши словарьсем пулăшаççĕ. Тепĕр чухне материал вулакансене çывăхрах пултăр тесе вăл е ку сăмахсене ăнланмаллараххисемпе, район çыннисене çывăхраххисемпе улăштаратпăр.

Ытлашшипех вырăсланса кайрăмăр пулас эпир, çавăнпа чăваш чĕлхине ăнланма пăрахрăмăр. Çакăн пек шухăш çуралать пирĕн, хаçат ĕçченĕсен, ăнланман сăмахсем пирки черетлĕ шăнкăрав пулсанах. Хисеплĕ вулаканăм, ăнланман сăмахсем курсан сире те словарь уçса пăхма сĕнетпĕр. Вăл е ку сăмаха пĕлменни-илтменни вара çыннăн тавракурăмĕ, словарь саппасĕ пĕчĕккине çирĕплетет. Ытларах вулăр, тишкерĕр! Çак сăмахсемпе килĕшетĕр пуль тетĕп. Эсир хаçата тимлĕх уйăрнăшăн эпир савăнатпăр, сирĕн сĕнĕвĕрсем пире лайăхрах ĕçлеме хистеççĕ кăна.

Çав хушăрах

Чăвашла тухакан хаçатсенче ăнланман сăмахсем пичетленни пирки Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕн председателĕ Иван Моторин ертсе пынă ларура та нумаях пулмасть сăмах хускатнă. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ Олег Мешков: "Чăвашла тухакан хаçатсенче çырнин çуррине ăнланаймастăп...", – тенĕ. Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова вара чĕлхе аталанса пыни, çĕнĕ терминсене ятарлă комисси çирĕплетни çинчен каласа панă.

А.Замуткина

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика