12:53 13 сентября 2013 г.
Сентябрĕн 12-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салин Тĕп стадионĕнче тăваттăмĕш хут прессăн спорт фестивалĕ – «Пирĕн пурнăç» хаçат парнисемшĕн тата А.Г.Николаев летчик-космонавта асăнса çăмăл атлетика эстафета чупăвĕ иртрĕ. Палăртмалла, Чăваш Енри прессăн спорт фестивалĕ икĕ тапхăрпа иртет: пĕрремĕшĕ – районсенче, иккĕмĕшĕ – «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн паян Шупашкарта пулать.
Чи малтанах пухăннисене район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ – ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Владимир Храмов, «Пирĕн пурнăç» район хаçачĕн тĕп редакторĕ Галина Ястребова, «Поддержка» страхлав компанийĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Виталий Чишкин, ăмăртусен тĕп судйи Алексей Никитин саламларĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç.
Çанталăк çумăра кайнине пула икĕ хутчен те куçарма тивнĕ спорт фестивалĕ çивĕч ăмăртура иртрĕ – спорта юратакан вун-вун ушкăн старта тухрĕ. Çичĕ ял тăрăхĕн – Атнар, Мăн Этмен, Тралькасси, Хĕрлĕ Чутай, Питĕркасси, Кив Атикасси, Хусанушкăнь – командисем, тăхăр шкулăн – Шулю, Мишеркасси, Хусанушкăнь, Штанаш, Хĕрлĕ Чутай, Мăн Этмен, Çĕн Атикасси, Атнар, Питĕркасси – çамрăк спортсменĕсем, организацисемпе предприятисен, учрежденисен – район администрацийĕн, физкультурăпа спорт комплексĕн, район больницин, Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕн «Хĕвел» тата «Пилеш» ушкăнĕсен, Ачасен искусство шкулĕн, «Нива» ЯХПК-ан, райпон, район хаçачĕн – командисем «Старта! Хатĕрленĕр! Марш!» тенĕ хыççăн çил пек вирхĕнсе чупрĕç, финиша пуринчен те малтан çитме тăрăшрĕç.
Мала тухассишĕн пурте хастар тупăшрĕç. Эстафетăра вара, хăйсем пуринчен те вăйлăрах пулнине ĕнетерсе, çак ушкăнсем çĕнтерчĕç:
- Спорт çемйисем хушшинче Мишеркасси ялĕнчи Макаровсем пĕрремĕш вырăна тухрĕ&¸, Хĕрлĕ Чутай салинчи Кондратьевсем – иккĕмĕш, Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи Макаровсем – виççĕмĕш.
- Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче Хусанушкăнь шкулĕн спортсменĕсене çитекенни пулмарĕ, Штанаш шкулĕн спортсменĕсем иккĕмĕш вырăна тухрĕç, Тури Çĕрпÿкасси шкулĕн команди – виççĕмĕш.
- Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем хушшинче Хĕрлĕ Чутай шкулĕ мала тухрĕ, иккĕмĕш – çĕнатикассисем, виççĕмĕш – атнарсем.
- Хĕрарăмсен хушшинче «Пилеш» ушкăн команди пьедесталăн çÿлти картлашки çине хăпарчĕ, иккĕмĕшне – Мăн Этмен ял тăрăхĕн пикисем, виççĕмĕш картлашкана Çĕн Атикасси шкулĕнче тăрăшакан хĕрсем йышăнчĕç.
- Арçынсен ушкăнĕнче «Хастар» физкультурăпа спорт комплексĕн маттур спортсменĕсене çитекенни пулмарĕ, «Нива» ЯХПК команди иккĕмĕш вырăна тухрĕ, район администрацийĕн каччисем – виççĕмĕш.
- Ял тăрăхĕсен пĕрлештернĕ командисем хушшинче мăнэтменсем мала тухрĕç, атнарсем – иккĕмĕш, хĕрлĕчутайсем – виççĕмĕш.
- Тĕп ушкăнра Мăн Этмен шкулĕн команди палăрчĕ, иккĕмĕш вырăна Çĕн Атикасси шкулĕн команди тухрĕ, виççĕмĕш – Мишеркасси шкулĕ.
- Патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ушкăнĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна райадминистрацин йĕркелÿпе кадр ĕçĕсен управленийĕн команди тухма пултарчĕ, вĕренÿ пайĕн команди иккĕмĕш пулчĕ, обществăлла инфратытăмпа коммуналлă хуçалăх аталанăвĕн пайĕн спортсменĕсем – виççĕмĕш.
- Спорт ветеранĕсен тупăшăвне физкультурăпа спорт комплексĕн тата Кив Атикасси ял тăрăхĕн ушкăнĕсем хутшăнчĕç, пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Çĕнтерÿçĕсем пурте Хисеп грамотисене тата «Пирĕн пурнăç» хаçат парнисене – район хаçатĕнче пĕр хут тÿлевсĕр 150 тенкĕлĕх пĕлтерÿ е салам пичетлеме ирĕк паракан купона – тивĕçрĕç. «Поддержка» страхлав компанийĕ те мала тухакансене парнесемпе савăнтарчĕ.
Хĕрлĕчутайсем паян Шупашкарти «Олимпийский» стадионта «Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн иртекен 75-мĕш эстафетăна тивĕçлĕ хутшăнса малти вырăнсене йышăнасса шанатпăр.
Кăçалхи спорт фестивалĕ мĕнпе асра юлчĕ?
- Эстафета пуçланиччен пĕрремĕш хут массăллă зарядка иртрĕ, ăна Культурăпа кану центрĕн балетмейстерĕ Наталья Храмова ертсе пычĕ. Стадиона пухăннисем пурте – спортсменсем те, курма пынисем те – савăнăçлă ташă кĕввипе ансат хăнăхтарусем турĕç, вăй-хала çĕклерĕç, кăмăлĕсене уçрĕç.
- Фестивале йĕркелесе ирттерекенсем Тĕп стадиона тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе, транспарантсемпе илемлетни те кăмăла çĕклерĕ.
- Хĕрарăмсен ушкăнĕнче 14 команда (Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕн «Пилеш» ушкăнĕн – икĕ команда!) старта тăни чупăва тата илĕртÿллĕрех турĕ.
А.Карпова
¸ laquo;Советская Чувашия
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики