09:04 13 ноября 2013 г.
Çырăнтару кампанийĕ пуçлансанах эпĕ чи малтан район хаçатне çырăнатăп. Асăннă хаçата пирĕн çемье юратсах вулать. Ăна илсе тăман пĕр çул та çук. Хаçатăн кашни номерне тĕплĕ вуласа тухатпăр.
Эпĕ кунта пичетленсе тухнă кашни тема пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Хаçат ĕçченĕсем питĕ çивĕч ыйтусене хускатаççĕ, çынсене пăшăрхантараканнисене татса пама пулăшаççĕ, районти пулăмсене тата ытти хыпарсене пĕлтерсех тăраççĕ.
Хаçатра район кун-çулĕ, историйĕ çырăнса пырать, упранать. 2014 çулта район хаçачĕн содержанийĕ татах та пуянрах пуласса, хаçат ĕçченĕсем малашне вăл вулакансен кăмăлĕсене тивĕçтерессе шанас килет.
Матвей КОРАКОВ, Хĕрлĕ Чутай сали.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики