08:23 20 ноября 2013 г.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе паян районта черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн темисем: "Чăваш Республикин 2014 çул тата 2015-2016 çулсенчи план тапхăрĕ валли республика бюджечĕ çинчен. Чăваш Республикин 2014 çул тата 2015-2016 çулсенчи план тапхăрĕ валли бюджет политикин тĕп енĕсем тата Раççей Федерацийĕн Конституцине 20 çул çитни пирки".
Информаци ушкăнĕсем пĕчĕк тата халăх пурăнакан аякри вырăнсене çитсе унти çынсемпе, предприятисемпе организацисен ĕç коллективĕсемпе тĕл пулĕç, çивĕч ыйтусене хуравлĕç. Тĕп темăсемсĕр пуçне тĕл пулусенче 2013-2014 çулсен кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрĕнче шыв объекчĕсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес мерăсем пирки те калаçĕç. Кунсăр пуçне Чăваш Республикинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене аталантармалли республика программине 2013 çулта пурнăçланин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тата 2014 çулта пулăшмалли приоритетлă плансем çинчен те сăмах пырĕ. Палăртмалла, çак кун граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç.
Информаци кунĕнчех Чăваш Республикинчи вăтам шкулсенче, ача çурчĕсенче, шкул-интернатсенче, çавăн пекех ачасен медицина учрежденийĕсенче Пĕтĕм Раççейри ачасене право пулăшăвĕпе тивĕçтермелли кун та иртĕ.
Хамăр инф.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики