АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » М.Игнатьев: «Халăх пурнăçне лайăхлатасси – тĕп тĕллев»

15:13 20 декабря 2013 г.

Республика парламенчĕн декабрĕн 17-мĕшĕнче иртнĕ 17-мĕш сессийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Унта республика экономикине инвестицисем хывассинчен пуçласа вĕрентÿпе сывлăх сыхлавĕн, спорт ыйтăвĕсем таранах – пур енĕпе те халĕчченхи ĕçе хакласа малашлăх тĕллевĕсем палăртнă.

Экономика аталанăвĔн стратегийĔ Çинчен. Халĕ малта пыракан çав предприятисем çĕнсе илнĕ позицисене çирĕплетсе хăвармалла тата вĕсен опытне республика экономикин никĕсри отраслĕсенче сармалла. Пирĕн умра модернизаци, техника тĕлĕшĕнчен пуянланас ĕçсене инвестицисем явăçтарнин никĕсĕ çинче ĕç тухăçлăхне ÿстерессипе çыхăннă тĕллевсем тăраççĕ. Хальхи условисенче экономика ÿсĕмне технологин çĕнĕ тытăмне куçса кăна тивĕçтерме пулать.

XXI ĕмĕр условийĕсенче конкурентлă пулас тесен паянхи тата ыранхи кунпа кăна пурăнни çителĕксĕр. Пирĕн халь пурнăçлакан республикăн Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕн чиккисенчен иртсе тата та маларах пăхмалла, стратегин тĕп ориентирĕсемпе приоритечĕсене, республикăн 2030 çулчченхи аталанăвĕн траекторине палăртмалла.

Ку кăткăс та пĕлтерĕшлĕ, яваплă тĕллев. Анчах та эпир хамăр ума амбициллĕ тĕллевсем лартса вĕсене пурнăçлама хăнăхнă. Хамăр вăя шанмалла, тăрăшса ĕçлемелле тата суйласа илнĕ çулран ниçталла та пăрăнмалла мар. Ун чухне пирĕн пурте ăнать!

Ял хуÇалăхĔ. Ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем кăçал хăйсем явăçтаракан çăмăллăхлă кредитсем енĕпе процент ставкисене субсидилеме уйăракан укçа-тенкĕ çитменнине туйса илчĕç. Ку ыйту Чăваш Енре кăна мар, çĕр-шывĕпех çивĕч тăрать. Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви унăн çивĕчлĕхне çитес çул пĕтерме шухăшлать. Палăртса хăваратăп: явăçтаракан кредитсем енĕпе процент ставкисене субсидилессине ытти çулсем валли те сыхласа хăварнă. Çавăнпа та патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерекен çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлассинчен тем тесен те пăрăнса юлмалла мар.

Тунă ĕç кăтартăвĕсем çакна çирĕплетеççĕ: шута илессине кирлĕ пек йĕркеленĕ, ĕç тухăçлăхĕ пысăк шутланакан агропромышленность комплексĕн организацийĕсенче ĕçшĕн те тивĕçлипе тÿлеççĕ. Çапах та, пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн ял хуçалăхĕнче тÿлекен ĕç укçи Атăлçи федераци округĕнчи регионсем хушшинче пĕчĕккисенчен пĕри шутланать. Çакă ырă мар япала, анчах та ку факт. Паян вăй питти çынна вунă пин те улт çĕр тенкĕпе танлашакан ĕç укçи тивĕçтерме пултараймасть. Çирĕп йĕркепе тÿлекен, пысăк шалуллă ĕç вырăнĕ пулманни ĕçлеме пултаракан халăх ял çĕрĕнчен урăх вырăна куçнин тĕп сăлтавĕ пулса тăрать. Чăн малтанах çакă Мускава, Санкт-Петербурга, Хусана ĕçлеме çÿрекен арçынсене пырса тивет.

Халăхра: «Ар епле – йышĕ çапла», – теççĕ. Çемьесем кĕске вăхăтлăха кăна пулсан та кил хуçисĕр тăрса юлни мăшăрсем хушшинчи хутшăнусене тата – чи пĕлтерĕшли – ачасене воспитани парас ĕçе япăх витĕм кÿрет. Çак лару-тăрăва йĕркене кĕртмелле. Чăн та, пирĕн регион ĕç вăйĕ ытлашши пулнипе палăрса тăрать тата, Атăлçи федераци округĕнчи вăтам шайпа танлаштарсан, халăх йышĕ те унта 3,5 хут пысăкрах. Çапах та илсе кăтартнă çак тĕслĕх çине таянни кунта тÿрре тухмалли сăлтав пулма пултараймасть.

Министрсен Кабинечĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприяти ертÿçисемпе бизнес-пĕрлĕхĕн ял ĕçченĕсене ĕçпе тивĕçтерес тата вĕсен ĕç укçин шайне ÿстерес енĕпе пĕрле пурнăçламалли мерăсен комплексне туса хатĕрлемелле. Чăн малтанах халăхра «арçын профессийĕ» теме хăнăхнă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме тăрăшмалла. Арçыннăн çемьере пурăнмалла!

Çĕр хăйне тăрăшса тата пĕлсе пăхнине кăмăллать. Çав хушăрах çакна та асăнса хăвармасăр пултараймастăп: туса ирттернĕ ĕçсене пăхмасăр реформăсем пурнăçланакан 20 çул хушшинче те эпир ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене кирлĕ пек шута илес тата вĕсемпе усă курнине тĕрĕслесе тăрас енĕпе йĕрке туса çитереймерĕмĕр. Хуçасăр çĕрсем тĕлĕшпе халĕ те право çирĕплетекен документсем йĕркелемен, çакă вара вĕсемпе тĕрĕс мар усă курасси патне илсе пырать. Çавăнпа та вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне çитес виçĕ çулта çÿлерех асăннă çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе муниципалитет пĕрлĕхĕсен харпăрлăх правине регистрацилессине вĕçлеме тĕллев лартатăп.

Çурт-йĔр строительстви. Чăваш Республикинче эконом-класс йышши пурăнмалли хăтлă çурт-йĕр тăвассине аталантарни урлă граждансен мĕн пур категорине туянма юрăхлă пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине патшалăхăн çурт-йĕр политикин стратеги тĕллевĕ тесе пĕлтернĕ.

2012 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх – эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕрĕн хута янă чăн калăпăшĕ 310 пин тăваткал метрпа е пĕтĕмĕшле ĕçе кĕртнĕ пурăнмалли çурт-йĕр калăпăшĕн 38 проценчĕпе танлашнă, 2013 çулта çавнашкал çурт-йĕре 346 пин тăваткал метр чухлĕ е хута яракан пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 40 проценчĕ чухлĕ тума палăртнă.

2013 çулта пурăнмалли çурт-йĕр строительстви валли уйăрса пама 452 гектара яхăн çĕр лаптăкĕсене халăх пурăнакан вырăнсен çĕрĕсен шутне кĕртнĕ, унта 215 пин тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр тума пăхса хăварнă. 1500 çĕр лаптăкне нумай ачаллă çемьесене уйăрса пама йышăннă.

Халăх пурăнакан вырăнсене комплекслă майпа çурт-йĕр лартас ыйтăва тишкернĕ чухне муниципалитет пĕрлĕхĕсене малашлăхлăн аталантарассине те шута илмелле. Уйрăмах çакă Шупашкар агломераци тытăмне кĕрекен муниципалитетсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен Строительство министерствине 2014 çулхи пĕрремĕш квартал вĕçленичченхи тапхăрччен халăх пурăнакан вырăнсене, çумлă территорисене аталантарассине шута илсе, компактлă майпа çурт-йĕр лартас енĕпе сĕнÿсем тăратма хушса хăваратăп.

Халăх пурăнакан вырăнсене хăтлăх кŸресси. 2011 çултан пуçласа республика хулисенче нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тата вĕсем патне пымалли çулсене тĕпрен юсамалли тата юсамалли программа пурнăçланать. Кăçал республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе 272 картиш территорине тата вĕсем патне пымалли 143 çула 135,7 миллион тенкĕлĕх юсанă.

Юлашки çулсенче çав тĕллевсене пурнăçлама пĕтĕмпе 500 миллион тенке яхăн тăкакланă, çакă 764 картиш территорине тата вĕсем патне пымалли 417 çула юсама май панă. Шупашкарта кăна çав тапхăрта хулари картишсен çуррине ытла тирпей-илем кĕртнĕ. Юсав ĕçĕпе пĕрлех картишсене ача-пăча çĕнĕ площадкисене, спорт хатĕр-хĕтĕрне вырнаçтарас ĕç пырать. Çапла майпа ачасемшĕн тата аслăрах çынсемшĕн те канмалли, спортпа туслашмалли, сывлăха çирĕплетмелли, вĕсен социаллă кăмăл-туйăмне лайăхлатмалли майсем йĕркеленеççĕ. Ку программăна хула çыннисем ырласа йышăнчĕç тата ăна Раççей Федерацийĕн Правительстви те тивĕçлĕ хак пачĕ.

Сывлăх сыхлавĔ. Тулли кăмăлпа çакна палăртатăп: пирĕн республикăра иккĕмĕш çул ĕнтĕ халăх хăй халлĕн ÿсни палăрать. 2013 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче ку кăтарту 1 пин çын пуçне Ç 0,7 процентпа танлашрĕ. Çураласлăх тата вилеслĕх кăтартăвĕсен кал-кал лайăх аталанăвне пула халăхăн пурнăç тăршшĕ 70,3 çул таран ÿсрĕ.

2013 çулта Шупашкарта патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн мелĕпе усă курса Амбулатори майĕпе гемодиализ тăвакан центр уçăлчĕ. Патшалăхпа бизнес пĕрле хутшăнса ĕçленине пула Чăваш Енре пуçласа медицина каяшĕсене ĕçе кĕртмелли проекта пурнăçланă, унăн пилот площадки 2014 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа хута каймалла. Патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн мелне анлăн ĕçе кĕртни сывлăха сыхлас ĕç отрасльне хушма инвестицисем явăçтарма тата пур пек ресурссемпе вырăнлăрах усă курма кăна мар, паракан пулăшу ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатассине те тивĕçтерме май парать.

Чăваш Ен пĕчĕк ачасем вилессин тата çынсем чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула вилессин чи пĕчĕк кăтартăвĕсемпе Раççейре ырă енĕпе пĕрремĕш хут палăрмасть ĕнтĕ.

Шел те, медицина пулăшăвĕ памалли тытăма лайăхлатнине пăхмасăр, çынсем çул çинчи транспорт инкекĕсене пула вилесси çивĕч ыйтусен шутĕнче юлать. Ахăртнех, ăна татса памалли майсем медицинăпа кăна мар, çавăн пекех социаллă пурнăçпа культура сферипе те çыхăннă.

2013 çулта республикăра çитĕннисене анлăн диспансеризаци тăвас ĕç пуçланчĕ. Плана пурнăçланин хăвăртлăхĕ енĕпе Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче малта пыракансен йышне кĕчĕ. Республикăра пурăнакансен диспансеризаци иртнĕ пайĕн 70 проценчĕ ытла тĕрлĕ чирпе чирленине палăртнă, çакă тухăçлă мерăсене вăхăтра йышăнма май панă тата чирсене аталанма паман. Çав вăхăтрах юлашки çирĕм çулта пуçласа бюджетран самаях укçа-тенкĕ уйăрнă медицина тишкерĕвне хăй ирĕкĕпе 17 пин ытла çын иртме килĕшмен.

Организацисен ертÿçисене 2014 çулта хăйсен ĕçченĕсене диспансеризаци иртес тĕлĕшпе ăнлантару ĕçне туса ирттерме ыйтатăп. Ку ĕç паракансемшĕн те усăллă, мĕншĕн тесен чирсене маларах тупса палăртни ĕçченсем каярах больничнăйсем илесрен хăтăлма май парать.

2013-2015 çулсенче республикăра пурăнакан аслăрах çынсем пурте тÿлевсĕр медицина тишкерĕвне тухма пултараççĕ. Ачасем кашни çулах диспансеризаци иртĕç.

Профилактика мерисемпе кăна мар, чирлесе ирттернĕ çыннăн сывлăхне йĕркене кĕртес тĕлĕшпе те тимлĕн ĕçлемелле. Чăваш Енĕн санаторипе курорт тата реабилитаци енĕпе паракан пулăшу ĕçĕсен вăй-хăвачĕ самаях пысăк. Раççей Сывлăха сыхлас ĕç министерствин ертÿлĕхĕ тата çĕр-шывăн 83 регионĕнчи сывлăха сыхлас ĕç ертÿçисем хутшăннă Пĕтĕм Раççейри канашлура Чăваш Ен медицина реабилитацийĕн "ылтăн эталонĕ" пулнине çирĕплетнĕ.

Çапах та сывлăха сыхлас ĕç тытăмĕн тухăçлăхне паракан тĕп хак вăл халăх медицина пулăшăвĕн пахалăхĕпе кăмăллă пулни шутланать, паян ку кăтарту 46 процентпа танлашать. Республикăра Пациентсен канашне туса хунă, унăн ĕçĕн çул-йĕрĕсенчен пĕри социаллă пулăшу паракан организацисен ĕç пахалăхне хак памалли пăхăнман тытăма йĕркелесси, çавнашкал организацисен уçă рейтингне тытса пырасси пулса тăрать. Социаллă сфера учрежденийĕсенче те попечитель канашĕсен институчĕсене чĕртсе тăратмалла, вĕсем паракан пулăшу ĕçĕсен пахалăхне хак паракан пăхăнман экспертсем пулма пултараççĕ. Сывлăха сыхлас ĕç министерстви умне çак ĕçе 2014 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕччен туса ирттерме тĕллев лартатăп.

ВĔренŸ тытăмĔ. Кăçал Чăваш Енри шкул вĕренĕвĕн тытăмĕ федераци шайĕнче пысăк хака тивĕçрĕ. Пирĕн 12 шкул Раççейри чи лайăх 500 шкул йышне лекрĕ, Шупашкар хулинчи 3-мĕш лицей вара çĕр-шыври чи лайăх 25 шкул шутне кĕчĕ! Вĕсен çитĕнĕвĕн никĕсĕнче – шкулсен администрацийĕ, педагогсен коллективĕ, общество канашĕсем, шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ пĕрле тухăçлă хутшăнса ĕçлени. Çак факта ашшĕ-амăшĕн комитечĕсемпе попечитель канашĕсем ячĕшĕн çеç ĕçлекен, вĕсем вĕренÿ ĕç-хĕлне тытса пырас ĕç-хĕле чăнласа хутшăнман вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисене шута илме ыйтатăп.

2013-2014 çулсенчи вĕренÿ çулĕ вĕçленичченхи тапхăрта республикăри мĕн пур хулари тата хăш-пĕр ялсенчи шкулсенче апатланушăн укçасăр майпа татăлмалли тытăм ĕçе кĕмелле.

2014-2015 çулсенче професси вĕренĕвĕн тытăмĕнчи прикладной квалификацисен нумай функциллĕ 6 центрне тума палăртнă, вĕсем пысăк технологиллĕ производствăсем валли специалистсем вĕрентсе хатĕрлессине тивĕçтерĕç.

Вĕренÿ тытăмĕн, ачан çынлăх паллисене аталантармалли ĕç-хĕл никĕсĕ шкулчченхи вĕренÿ пулса тăрать. Патшалăх тата муниципалитет вĕренÿ учрежденийĕсемсĕр пуçне Чăваш Енре патшалăхăн мар 6 ача сачĕ, çавăн пекех уйрăм çын тытса тăракан 20 ытла центрпа студи ĕçлеççĕ, вĕсем шкулчченхи ÿсĕмри ачасене пăхса тата асăрхаса тăрас ĕçе пурнăçлаççĕ. Ку çул-йĕре вăйлатмалла.

Çулталăк çурăчченхи ÿсĕмри ачасене эпир ача сачĕсенчи вырăнсемпе 2015 çулта тивĕçтеретпĕр. Республикăри шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче 3 çултан аслăрах ачасен черетне вара, паян çакна çирĕплетсе калама пулать, пĕтĕмпех пĕтернĕ!

Çамрăксене патриотизмла воспитани парасси. Чăваш Ен çамрăкĕсем Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пуçарнă проектсене хастаррăн хутшăннă. Республика команди уйрăмах Сочи хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри спорт туризмĕн фестивалĕнче ăнăçлă ăмăртнă, унта пирĕн туристсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. "Гвардеец" оборонăпа спорт лагерьне, çавăн пекех округри "Атăлçи Зарници" çарпа спорт вăййисене хутшăннă çамрăксем те Чăваш Ен чысне çÿллĕ шайра хÿтĕленĕ.

Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви ирттерекен смотр-конкурсри пирĕн çĕнтерÿ çамрăксене воспитани парас ĕç тухăçлăхĕн ырă кăтартăвĕ пулса тăчĕ. 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Чăваш Республикине çар учетне тата саппасри граждансене броньлассине йĕркелесе пырас енĕпе çĕр-шыври чи лайăх регион тесе йышăннă.

Республикăри кадетсен корпусне туса хуни ачасемпе çамрăксене воспитани парас енĕпе комплекслă майпа тăвакан ĕçсен йышне малалла тăснин лайăх тĕслĕхĕ пулассăн туйăнать. Чăваш Ен Вĕренÿ министерствин çак ыйтăва татса парассипе çыхăннă сĕнÿсене 2014 çулăн пĕрремĕш çурринче тăратмалла.

Спорт. Чăваш Енре пурăнакан кашни виççĕмĕш çын спортпа туслă. Халăх йышлăн хутшăнакан спорт акцийĕсем вăй илсе пыраççĕ, вĕсем хутшăнакансене пысăк хастарлăх тата лайăх кăмăл-туйăм кÿреççĕ. Сăмахран, Шупашкар хулин кунĕнче ирттернĕ "Çăлтăрпа пĕрле – зарядкăна" акцие 28 пин çын хутшăннă тата ăна Европа Рекорчĕсен кĕнекине кĕртнĕ.

Республикăн спорт çитĕнĕвĕсене Раççей тата тĕнче шайĕнче тивĕçлипе хак панă. Чăваш Ен сумлă ăмăртусене – 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европăн командăсен чемпионатне, 2016 тата 2018 çулсенче хăвăрт утас енĕпе Тĕнче кубокне – ирттерме ирĕк илнĕ.

Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе тунă пирĕн çитĕнÿсене федераци наградисемпе палăртнă. 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕпе республика физкультурăпа спорт ĕçне чи лайăх йĕркеленине тупса палăртас енĕпе ирттерекен Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнă. Юлашкинчен тата, иртсе пыракан çула пĕтĕмлетнĕ май, Раççей Правительстви пуçласа Чăваш Ене "Раççей регионĕ" номинацире физкультурăпа спорт енĕпе паракан наци премийĕпе чысланă. Пирĕн республикăна Раççей Федерацийĕнче спортпа туслă чи лайăх регион тесе йышăннă тата декабрĕн 16-мĕшĕнче эпĕ Раççей спорт министрĕн Виталий Леонтьевич Мутко аллинчен награда илтĕм.

Спортпа туслă мĕн пур çынна, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене пурне те сумлă та тивĕçлĕ çак наградăпа саламлатăп!

Инвестици политики. Чăваш Ен инвестици илĕртÿлĕхне ÿстермелли хушма майсем йышăнма сĕнетĕп.

Патшалăх Канашĕн тата Министрсен Кабинечĕн республика аталанăвĕшĕн стратеги пĕлтерĕшлĕ ĕç-хĕл пурнăçлакан инвесторсене малашне икĕ çуллăха "налук каникулĕ" туса памалли мая пăхса тухмалла.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисен Министрсен Кабинечĕпе пĕрле бизнеса аталантармалли инфратытăм тăвас енĕпе пурнăçлакан ĕçне вăйлатмалла. Сăмахран, кашни районтах "кĕмелли" уçă майсемпе промышленность площадкисем, индустри паркĕсем тума çĕр лаптăкĕсем йĕркелемелле. Инвесторăн çав çĕр лаптăкĕсем, унти пур пек коммуникацисем тата вĕсем çумне çыхăнтармалли майсем, аренда тÿлевĕ, налук йĕрки çинчен ирĕклĕн те туллин пĕлме майсем пулмалла. Мĕн пур муниципалитет пĕрлĕхĕнчех инвесторсемпе "пĕр чÿрече" йĕркипе хутшăнса ĕçлессине тивĕçтермелле.

Паллă ĕнтĕ: инвестор хăйĕн прависене тата пурлăхне хÿтĕлессине патшалăх гарантилекен региона суйласа илет. Чăваш Республикин экономикине ют çĕр-шыв инвестицийĕсене явăçтарасси çинчен калакан саккун йышăнмалла тесе шухăшлатăп.

Уйрăм çынсен хушма инвестицийĕсене явăçтарма Интернет сетĕнче пурте паллашма пултаракан майпа йĕркелесе çитернĕ çĕр лаптăкĕсем çинчен пĕлтерекен Пĕрлехи информаци ресурсне йĕркеленĕ, унта инвестици проекчĕсене пурнăçлама палăртнă пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 368 гектарпа танлашакан 124 çĕр лаптăкĕ çинчен пĕлтерекен сведенисене вырнаçтарнă.

Халĕ усă курман тата тухăçсăр усă куракан мĕн пур çĕр лаптăкĕн реестрне тăвассине тивĕçтермелле. Асăннă ĕçĕн тухăçлăхне ÿстерме "халăх инвентаризацийĕн" мелĕпе усă курма пулать, урăхла каласан – хуçасăр çĕр лаптăкĕсене граждансем пулăшнипе тупса палăртмалли мелпе. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне тĕллев лартатăп: çывăх икĕ çулта ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсене туллин инвентаризацилессине тата вĕсене йĕркелесе çитерессине туса ирттермелле.

Ку енĕпе тумалли иккĕмĕш утăм – йĕркелесе çитернĕ çав çĕрсене пулас инвесторсене хăйсен проекчĕсене пурнăçлама аукцион урлă уйăрса парасси.

Инвестици ĕçĕнчи тĕп çитменлĕхсенчен пĕри власть органĕсенче тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче килĕшÿ ĕçĕсене туса ирттерессипе çыхăннă чăрмавсем пулнине палăртатăп. Хăш чухне документсене килĕшÿллĕ тăвас ĕç темиçе çула тăсăлать.

Суту-илŸпе пулăшу паракан сфера. Пирĕн халăх яланах тараватлăхĕпе палăрса тăнă. "Хăнана лартма сакки те пулмасан, ку çын чăваш мар тенĕ", – палăртать халăх ăсĕ. Пирĕн хуласенче пулса курнă чылай турист вĕсенче пурăнакан çынсем ырă кăмăллă, пулăшма хатĕр тата ыр сунăмлă пулнине палăртать. Суту-илÿ тата пулăшу ĕçĕсем паракан сферăсен организацийĕсенче те клиент тĕлĕшпе çавăн пек ырă та тарават хутлăх йĕркелемелле. Клиента хăйсем майлă çавăрас тесе тăрăшман предприятисем тем тесен те, рынок экономикин условийĕсенче конкурентлă пулма пултараймаççĕ. Енчен те çавнашкал предприятисем йĕркеллех тытăнса тăраççĕ тата малалла та аталанаççĕ пулсан, ку пĕр çакна кăна çирĕплетет – экономикăн çак сыпăкĕнче кирлĕ пек конкуренци çук. Экономика аталанăвĕн министерствине тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суту-илÿпе пулăшу ĕçĕсен сферин организацийĕсенче пулăшу памалли ĕç культурине ÿстерес енĕпе мерăсем йышăнма кирлĕ тесе шухăшлатăп.

Çакна лайăх ăнланмалла: турист вăл – инвестор, унăн укçи-тенки республика экономикине аталантарас ĕçе хутшăнать. Унашкал çынсем тĕлĕшпе тимсĕр пулма юрамасть!

2014 Çул – Культура ÇулталăкĔ. Раççейре 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

Халăха сыхласа хăварас ĕç чи малтан кил-йышран, çемьерен пуçланать. Тăван килте ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕринпе, çав хушăрах ачисемпе те чăвашла калаçсан, вĕсене халăхăмăрăн йăли-йĕркипе, чĕлхипе, ташши-юррипе мĕн пĕчĕкрен паллаштарса пырсан тата юратма-хисеплеме вĕрентсен çак ĕçе пурнăçлама çăмăлрах пулĕччĕ.

Патшалăх влаçĕн органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, культурăпа вĕренÿ ĕçченĕсен, халăх пĕрлешĕвĕсен пайташĕсен чăвашлăха сыхласа хăварас ĕçре чи малта пулмалла.

Пирĕн çамрăк ăру çине уйрăмах тимлĕн пăхмалла. Вĕсем пуян тăван культурăпа тата историпе мухтанма-мăнаçланма тытăнсан, йăла-йĕркене çĕнĕлĕхсем кĕртсех пырсан халăхăмăр сыхланса юлас шанчăк пур. Нумай çул аталанса пынă халăх çĕр пичĕ çинчен çухалмалла мар. Ку енĕпе пирĕн пурин те çине тăрсах ĕçлемелле.

Республика территорийĕнче 28 наци культура пĕрлешĕвĕ ĕçлет. 2013 çулта туса ирттернĕ социологи тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕ республикăра пурăнакансем хăш халăх çынни пулни тата мĕнле тĕне ĕненни енĕпе хăйсене хĕсĕрленине туйманнине çирĕплетсе пачĕç. Чăваш Республикин нумай нациллĕ халăхĕ пĕр-пĕринпе тату та килĕштерсе пурăнать. Ку – пысăк çитĕнÿÿ, мĕншĕн тесен тăнăçлăхпа татулăх пире ырă пуласлăх пиллеççĕ.

"Культура" ăнлав этемлĕх цивилизацийĕ нумай ĕмĕр хушшинче туса çитернĕ илемлĕх хаклăхĕсене кăна палăртмасть, вăл çынсем хушшинчи хутшăнусен мĕн пур сферине пырса тивет. Производство культурисĕр паян ĕçĕн пысăк тухăçлăхне тивĕçтересси пирки шухăшламалли те çук, дискусси культури çивĕч ыйтусене кирлĕ пек татса памалли тата тĕрĕс йышăнусем тумалли никĕс пулса тăрать, пулăшу ĕçĕсен рынокĕнчи конкурентлăх вара пахалăхлă сервис пулнинчен килет. Культурăна, унăн пĕлтерĕшне анлăн ăнланса, тăтăшах ÿстерсе пырасси пирĕн республикăра норма пулса тăмалла.

Чăваш Ен тĕлĕнмелле илемлĕ те пуян. Хăйĕн çут çанталăкĕпе, историйĕпе, сайра тĕл пулакан культура еткерĕпе, йăли-йĕркипе тата мешехисемпе, ĕçчен те ырă, уçă кăмăллă, тарават çынсемпе пуян. ХХI ĕмĕрти условисенче, тĕнчере глобализаци процесĕсем вăйра тăнă тапхăрта, пирĕн халăхăмăршăн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланакан ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене хамăр хыççăн килекен ăрусем валли сыхласа хăварма тăрăшмалла.

Çав хаклăхсем тăвансемпе çывăх çынсене чунтан юратмаллине, тăван ен ырлăхĕшĕн яваплă пулмаллине, ĕç çыннине хисеплемеллине çирĕплетеççĕ. Енчен те паянхи çамрăксем вĕсене тивĕçлипе йышăнсан Чăваш Ене ырă пуласлăх кĕтет тесе çирĕплетсех калама пулать. Мĕншĕн тесен хамăр республикăна эпир пултаруллă ĕçпе çеç илемлĕрех те пуянрах тăваятпăр. Тăнăçлăха, килĕшĕве тата пĕр-пĕрне ăнланнине упраса пурăнса кăна эпир экономикăна аталантармалли, обществăн социаллă кăмăл-туйăмне лайăхлатмалли, çемьесенче вара сывă, ашшĕ-амăшĕ савăнса кĕтекен хаваслă ачасем çуралмалли майсем туса хума пултаратпăр!

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика