АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Чĕр чунсем – пирĕн туссем" фотоконкурс пĕтĕмлетĕвĕ

08:55 30 декабря 2013 г.

Тăван тавралăха сыхламалли çул вĕçленсе пынă май çак çулталăка халалланă "Чĕр чунсем – пирĕн туссем" фотоконкурса пĕтĕмлетме вăхăт çитрĕ. Конкурс иртессине хаçатра пĕлтерсенех редакцине сăн ÿкерчĕксем килме тытăнчĕç, хăш-пĕр çемьесенчен – темиçешер те. Акă Яманкассинчи Ф.С. Алексеев, Мучикассинчи Т.А.Абыкова, Тралькассинчи Г.А.Ермеева, Хĕрлĕ Чутайри Л.Г.Чеблукова тата ыттисем те конкурса активлă хутшăнчĕç. Пурне те тав тăватпăр.

Ку таранччен редакцине пĕтĕмпе 70 яхăн сăн ÿкерчĕк килчĕ. Анчах вĕсенчен лайăхраххисем çеç хаçатра кун çути курчĕç. Вулакансем асăрханă та пулĕ, конкурса тăратнă сăн ÿкерчĕксенче ытларах пирĕн тăрăхра чи анлă сарăлнă тус-юлташсем – йытăсем (18 сăн ÿкерчĕк), унтан – лашасем (14), виççĕмĕш вырăнта кушаксем (7) пулчĕç. Çавăн пекех çынсене, ача-пăчана йытă-кушакпа, лашапа кăна мар, чăх-чĕппе, тискер чĕр чунсемпе те курма май пулчĕ. Шел пулин те, "Тискер чĕр чунсем" номинацире сăн ÿкерчĕксем сахалрах пулчĕç, саккăр кăна.

Чăнах та, ял пурнăçне сăнлакан, кулленхи пурнăçра тĕл пулакан чĕр чунсене сăн ÿкерчĕксенче курма питĕ кăмăллă пулчĕ.

Конкурса пĕтĕмлетме çăмăлах пулмарĕ, чи интереслĕреххине, пахалăхĕпе лайăхраххине суйлама тиврĕ.

"Кил хуçалăхĕнчи чĕр чунсем" номинацире Туктамăшри Ф.А.Мидаков çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк çĕнтерчĕ. Ăна 1950 çулта ÿкерттернĕ пулин те вăл лайăх упраннă, содержанийĕпе те кăсăклă.

"Тискер чĕр чунсем" номинацире Шĕмшешри В.Г. Храмов çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк палăрчĕ. 1968 çулхи август уйăхĕнчи сăн ÿкерчĕкре кÿлнĕ пăлансене куратпăр.

Çавăн пекех редакци конкурса тăратнă хăш-пĕр сăн ÿкерчĕксен хуçисене те хавхалантарма шутларĕ. Пăтăрмахлă самантра ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕксемшĕн Шулюри О.Я.Агафоновапа Ваçкаçырминчи М.В. Герасимова, содержани тĕлĕшĕнчен шÿтлĕ сăн ÿкерчĕксен хуçисене – Питĕркассинчи О.Вазинана тата Штанашри А.Н. Осеевана – хавхалантару парни пама йышăнчĕ.

Асăннă сăн ÿкерчĕксен хуçисене декабрĕн 30-мĕшĕнче 10 сехет тĕлне редакцине йыхравлатпăр, сире Тав çырăвĕсем тата парнесем кĕтеççĕ.

РЕДАКЦИ.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика