09:28 20 января 2014 г.
Ырă кун пултăр, хаклă вулаканăм! Акă ĕнтĕ санпа 2013 çула та пурăнса ирттертĕмĕр. Паян сан аллунта 2014 çулхи хаçатăн виççĕмĕш номерĕ. Иртнĕ çул темĕн те пулчĕ, çапах та ыррине те, усаллине те пĕрлех пайларăмăр, çĕнĕ çула та пĕрлех кĕтĕмĕр. Редакцине куллен тенĕ пекех сирĕнтен çыру килет, вулаканăмăрсем. "Пирĕн пурнăçа" юратнине, çулсерен çырăнса илнине, ăна чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтеретĕр эсир. Тепĕр чухне сĕнÿ-канаш та ыйтатăр. Вырăнти лару-тăрупа паллаштаратăр. Ырă хыпарсемпе кăмăла уçнисĕр пуçне пулăшу ыйтакан та пур. Патшалăх власть органĕсемпе çыхăнса вĕсене пулăшма май килсен хамăр та тем пекех савăнатпăр. Чи кирли – вулакан пире шанни, власть вара хаçатпа канашлани, эпир тупса панă çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшни. Çапла алла-аллăн тăрăшса ĕçлесен ăнăçу пулатех. Туслăх çулсеренех çирĕпленсе пыни, çĕнĕ юлташ тупăнни пире çав тери савăнтарать. Тавах сана пирĕнпе çыхăну татманшăн, "Пирĕн пурнăçпа" пĕрлех юлнăшăн. Малашне те пĕрлех пуласчĕ. Тен, сана пур ыйтупа та тивĕçтереймерĕмĕр те пулĕ, çапах эсĕ пире куншăн каçаратăн пулĕ тетпĕр: хамăр шухăшăмăрпа эпир тăрăшсах вăй хутăмăр, мĕнле кăна ыйту хускатман, кам пирки кăна çырман;..
Çултан-çул эпир йышлансах пыратпăр
Паянхи хаçатăн тиражĕ – 3597 экземпляр. Пĕлтĕр ку вăхăтра 3567 экземпляр пулнăччĕ, çĕнĕ çула тата 30 экземпляр хушăнса кĕтĕмĕр. 2012 çулта – 3381, 2011 çулта вара хаçатăн тиражĕ 3120 экземпляр пулнăччĕ, 2010 çулта – 2753, 2004 çулта – 1540. Ытти регионсенче хаçат редакцийĕсем хупăнса тата тиражĕ чакса пынă вăхăтра пирĕн кăтартусем ÿссе тата эпир йышланса пыни пире питĕ савăнтарать, малашне тата тăрăшарах ĕçлеме хистет.
Паллах, эпир пĕрле тата пирĕн шухăшсем пĕр пек пулсан кăна малалла та малалла утăмсем тума пултаратпăр. Апла пулсан, хаклă вулаканăм, эсĕ те, хаçат сан кăмăлна кайтăр тесе, ан ÿркен, пирĕн пата çыру çыр! Шăнкăравла! Редакцине кĕрсе тух! Ырă е усал хыпара пĕлтер, ыйтмаллине – ыйт, каламаллине – кала.
Почтальонсен ĕçĕ курăмлă
Район хаçатне вулакан патне вăхăтра çитерес тата тиражне ÿстерес тесе почтальонсем те чылай тăрăшса ĕçлерĕç. Ку енĕпе вара пĕрне хурласа теприне ырламалла мар. Пурте вăй çитнĕ таран тăрăшаççĕ.Чуна парса ĕçленĕшĕн çыхăну уйрăмĕн кашни ĕçченĕ умĕнче пуçа таятăп, малашне те пĕр-пĕрне ăнланма çирĕп сывлăх, ĕçлес туртăм, телейпе ăнăçу сунатăп. Ĕçчен те тăрăшуллă почтальонсене асăнмасăр иртме май çук, вĕсем çаксем: Ю.Майорова, Р.Саверкина, Н.Кондрашкина, В.Глухова, Л.Ахматканова, Г.Печникова (Хĕрлĕ Чутайри çыхăну уйрăмĕ), Н.Волкова (Атнар), Г.Кошмаркина, Н.Романова (Ачкасси), Г.Куропаткина, Л.Сандомирова, Е.Самылкина (Мучикасси),Т.Сергеева, И.Дадюкова, О.Михопарова (Питĕркасси), Л.Лобейкина (Пантьăк), З.Солдаткина, З.Трифонова (Утаркасси), З.Семенова, В.Иванова, Л.Долгова (Хусанушкăнь), В.Прокопьева (Штанаш), В.Фадеева, Ю.Михеева,Е.Афоркина (Шĕмшеш).
Пĕрлех пуласчĕ
Хаçат страницисем обществăлла корреспондентсен материалĕсемпе кăна пуян. Çавăнпа та вĕсен çырăвĕсене эпир хаваспах кĕтетпĕр. Иртнĕ çулта хаçатпа çыхăну тытнă хастар авторсене ят-хушаматран палăртса тав тăватпăр. Тури Çĕрпÿкассинчи Лев Медведев, Сĕнтĕкçырминчи Светлана Яруткина, Мишеркассинчи Иван Вазяков, Хĕрлĕ Чутайри Валерий Романовпа Зинаида Угольникова, Роберт Галимовпа Матвей Кораков, Николай Чернигов, Мăн Этменти Александр Трофимов, Элĕк районĕнчи Мăн Ямашри Геннадий Савельев, Калкассинчи Анатолий Тихонов, Штанашри Галина Зотова хăйсен çĕнĕ сăвă-поэмипе, калав-повеçĕпе паллаштарчĕç тата ыттисем те çыхăну йĕркелерĕç. Шкул çулне çитмен ачасене аталантарма пулăшакан статьясем ытларах Мăн Этмен, Питĕркасси шкулĕсем çумĕнчи ача сачĕсен, Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕн "Пилеш" тата "Хĕвел" ушкăнĕсен ĕçченĕсенчен пулчĕç. Вĕсене эпир пирĕнпе çыхăну тытса тăнăшăн чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр! Эпир йышра пулнипе вăйлă. Пирĕн хăват ан иксĕлтĕрччĕ. Яланах пĕрле пуласчĕ! 2014 çулта асăннă авторсемпе пĕрлех эсĕ те, вулаканăм, пире çĕнĕ статьясемпе, тĕрленчĕксемпе савăнтарасса шанатпăр.
Ыран – Чăваш пичечĕн кунĕ. Январĕн 13-мĕшĕнче вара Раççей пичечĕн кунĕ пулнăччĕ. Хаклă вулаканăм! Сана Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем ячĕпе саламлатăп, малалла та пĕрле утма çирĕп сывлăх, такăр çул, телей, ăнăçу сунатăп! Палăртни яланах пурнăçлантăр.
Сире хисеплесе те юратса – хаçатăн тĕп редакторĕ Галина Ястребова.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики