09:46 03 февраля 2014 г.
Çул ыйтăвĕпе янă çырăва "Пирĕн пурнăç" хаçатра пичетленĕ хыççăн тепĕр кунтанах Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен хурав илтĕмĕр. Ăна район хаçачĕн иртнĕ çулхи 95-мĕш номерĕнче пичетлерĕç. Тавтапуç район хаçатне. Хурав ваттисен кăмăлне тивĕçтермерĕ пулин те шанăç çуратрĕ. Ку ыйтăва депутатсен пухăвĕнче пăхса тухма палăртаççĕ.
2013 çулта "Пирĕн пурнăç" хаçатăн ят-сумĕ самаях ÿссе çĕкленчĕ, вăл халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшса ĕçлерĕ. Уйрăмах мана ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупса нумай ырă ĕç туни çинчен пичетленнĕ статьясем килĕшрĕç. "Халăхпа ту çавăрма пулать" статьяра Г.Зотова штанашсен ырă ĕçĕсем çинчен каласа парать. А.Дмитриева вара Ачкасси ял тăрăхĕн администрацийĕ ертсе пынипе ял çыннисем Серенкасси, Калкасси, Ачкасси, Ваçкаçырми ялĕсенчи çăвасене тирпейлени çинчен пĕлтерет. "Халăхпа сурсан кÿлĕ пулатех", – тесе калать вăл та.
Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов Раççей Федерацийĕн конкурсĕнче "Муниципаллă пĕрлешĕвĕн чи лайăх пуçлăхĕ" номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă, Мускавран Дипломпа таврăннă. Питĕ нумай ырă ĕç тăваççĕ Атнар ял тăрăхĕнче. Район хаçачĕ те пуçлăхсене тăтăшах халăхпа тачă çыхăнса ĕçлеме чĕнет.
"Пирĕн пурнăç" хаçат чăннипех халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн ырми-канми тăрăшать, вăл район çыннисен юратнă хаçачĕ пулса тăчĕ. Эпĕ, хаçат ветеранĕ, редакци коллективне вулакансем ячĕпе пур кăмăлтан тав тăватăп, ĕçре ÿсĕмсем туса пыма ырлăх-сывлăх, ăнăçупа телей сунатăп.
Иван ВАЗЯКОВ, Мишеркасси ялĕ.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики