АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Альбина Замуткина – Раççей шайĕнче виççĕмĕш!

08:25 12 февраля 2014 г.

Черетлĕ савăнăçлă хыпар илтĕмĕр эпир çак кунсенче – "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн корреспонденчĕ Альбина Замуткина Раççей шайĕнче ирттернĕ "Парăнтару" ("Преодоление") конкурсра виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă.

Раççей журналисчĕсен Союзĕпе Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществи пĕрле ирттернĕ конкурса массăллă информаци хатĕрĕсенче инвалидсен пурнăçĕпе çыхăннă темăсене çутатнă материалсене тăратмалла пулнă. Пĕлтĕрхи кĕркунне Альбина Замуткина Мускава конкурс материалĕсене ярса пачĕ. Çĕр-шыв тĕп хулинчен çак кунсенче килнĕ çырура çапла каланă: "Хисеплĕ Альбина Дмитриевна, Эсир Раççей шайĕнче инвалидсен ыйтăвĕсемпе ирттернĕ конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă май Раççей журналисчĕсен Союзĕн Дипломне тата укçан премие тивĕçнине пĕлтеретпĕр. Февралĕн 28-мĕшĕнче Мускав хулинче конкурс çĕнтерÿçисене чыслăпăр, Сире çавăнта йыхравлатпăр. Çавăн пекех Сире çав кунах иртекен "Пресса балне" кĕме йыхрав билечĕ кĕтет..."

Сăмах май, асăннă конкурсра çĕнтернисем хушшинче Çурçĕр Осети-Аланири, Тутарстанри, Свердловск, Новосибирск, Архангельск, Ленинград, Ростов, Иркутск облаçĕсенчи, Хабаровскри, Владимирти журналистсем пур.

Палăртмалла, Альбина Дмитриевна хаçат страницисенче инвалидсен пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене тăтăшах çутатать, çавăнпа та унăн ĕçне Раççей шайĕнче те тивĕçлĕ хак пани савăнтарать.

Маттур, Альбина!

Редакци коллективĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика