10:01 02 апреля 2014 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Енри потребительсен рынокĕнчи лару-тăрăва экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ В. Аврелькин тишкернĕ. Вăл Раççей Экономика аталанăвĕн министерствин прогнозĕпе килĕшÿллĕн 2014 çулта Раççей Федерацийĕнче инфляци тĕллевлĕ кăтартуран ?5 процент% ÿсессе, 5,5-6 процент пуласса палăртнă. Чăваш Енре прогноз тăрăх инфляци 5,8 процент шайĕнче пулмалла. Чăвашстат малтанлăха пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулхи I кварталта инфляци 2,7 процентпа танлашнă, ку 2013 çулхи çак тапхăртинчен 0,6 процент пысăкрах. Апат-çимĕç таварĕсен инфляцийĕ 5,2 процент, иртнĕ çул шайĕнчен 2,5 процент пысăкрах. Чăваш Ен Пуçлăхĕ паян çĕршывра таварсен дефицичĕ çуккине палăртнă, çавăнпа хăш-пĕр апат-çимĕç продуктне хаклатнин сăлтавĕсене тишкермелле, ку пулăма иртнĕ çулта республикăра япăх тухăçлă тыр пул пухса кĕртнипе çыхăнтармалла мар. «Эпир пĕр пĕтĕм экономика анлăшĕнче пурăнатпăр, енчен те ял хуçалăх продукцийĕн пĕр-пĕр енĕпе регионта тухăç япăх пулсан, çак çимĕçсене кÿрсе килме май пур, кунта çивĕч ыйту тухса тăмалла мар. Пирĕн тĕп тĕллев - конкуренци валли, тавар ăна туса кăларакан патĕнчен ирĕккĕнех потребитель патне парасси, хаксене сăлтавсăр ÿстерес мар тесе тăрăшасси», - палăртнă М.Игнатьев. Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ В.Аврелькин апрелĕн 15-17-мĕшĕсенче Шупашкарта «Çĕнĕ энергетика оборудованиĕ нефтьпе газ промышленноçĕ валли» темăпа Топливăпа энергетика комплексĕн энергетикĕсен пĕрлĕхĕн конференцийĕ пуласса пĕлтернĕ. Ун вăхăтĕнче тĕрлĕрен тематика лапамĕ ĕçлĕ, форум хăнисем Чăваш Республикин электротехника предприятийĕсем хăвачĕпе паллашма пултарĕç. Канашлура çавăн пекех Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Т.Дроздова апрелĕн 1-мĕшĕнчен пенси ÿсни çинчен каланă.
Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики