13:13 07 апреля 2014 г.
«Çĕнĕ ятсем уçатпăр» («Открываем новые имена») çамрăксен литература пултарулăхĕн регионсем хушшинчи конкурсĕ пирки илтнех-тĕр тантăшăмăрсем. Чăваш Республикин ача-пăча тата çамрăксен библиотекин пуçарăвĕпе 2004 çулта йĕркеленнĕскер пĕлтĕр пиллĕкмĕш хут иртнĕччĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе кăна мар, хăш-пĕр хайлавпа та паллаштарнăччĕ сире. Пултарулăх ăмăртăвне чăвашла тата вырăсла çыракан 30 çула çитмен çамрăксем хутшăнма пултарнă. Нумай пулмасть вара çамрăк çыравçăсем питех те савăнăçлă хыпар илчĕç - республикăри тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш литература конкурсĕсене хутшăннă авторсен хайлавĕсем уйрăм кĕнекен кун çути курнă-мĕн.
Çĕнтерÿçĕсен хушшинче «Тантăш» хаçат корреспонденчĕ Лариса Петрова пуррине палăртма питех те кăмăллă. «Поэзи» номинацире унăн «Ырă шухăш калчи» сăввисен ярăмне çитекенни пулман. Лариса Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпайра çуралса ÿснĕ. Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Ун хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче ăс пухнă. «Тантăш» хаçатпа ача чухнех туслашнă çамрăк сăвăç. Çавăнпа кĕçнерни куна тата почтальона чăтăмсăррăн кĕтнĕ вăл. Заметкисемпе сăввисем пичетленсессĕн шутсăр савăннă. Халĕ вара çак кăларăмра хăй тăрăшать - Чăваш Енри пултаруллă вĕренекенсемпе тата вĕсен çитĕнĕвĕсемпе, тĕнчери интереслĕ çынсемпе тата пулăмсемпе паллаштарать, ачасен сăввисене пичете хатĕрлет.
Первоисточник: http://hypar.ru/ru/node/1812
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики