08:01 14 мая 2014 г.
Фото Г.Ястребовой.
Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ĕçлĕ çул çỹревпе Муркаш районĕнче, унтан пирĕн районта пулчĕç. Çурхи уй-хир ĕçĕсемпе паллашас тĕллевпе вĕсем чи малтанах Тралькассинчи "Нива" ЯХПК уй-хирне çитсе курчĕç, кукуруз акма çĕр мĕнле хатĕрленине сăнарĕç. Унтан делегаци Атнарти "Коминтерн" ЯХПК-на çитрĕ, кукуруз акас ĕç епле пынипе паллашрĕ. Калас пулать, хуçалăх темиçе çул ĕнтĕ кукуруз ỹстерсе илес енĕпе тимлет. Ку культура кăçал 270 гектар йышăнмалла. Хуçалăх кукуруз ỹстерсе илсен унпа мĕнле усă курассине те палăртса хунă: 170 гектар çинчи кукурузран силос хатĕрлерĕç, 100 гектартан вара тĕшĕлесе илĕç. Альбина Новикова директор пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем тĕрлĕ сортсемпе ĕçлеççĕ, кашни çулах вăрлăха çĕнетме тăрăшаççĕ. Кăçал, акă, кукурузăн "Кубанский - 141" сортне туяннă. Ăна МС-8 сеялкăпа акаççĕ, вăл кукуруз вăррине шанчăклă тата пахалăхлă вăрăнтарма май парать. Михаил Игнатьев вырăнти механизаторсемпе те тĕл пулса калаçрĕ. Вĕсем хăйсен ĕçне чунтан парăнса вăй хунине, пысăк тухăç илес шанăçпа ĕçленине палăртрĕç.
Хамăр инф.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики