АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Ачалăх - асамлă вăхăт" фотоконкурс пĕтĕмлетĕвĕсем

13:25 02 июня 2014 г.

Хисеплĕ вулакансем! 2014 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа майăн 28-мĕшĕччен эпир хамăр хаçатра "Ачалăх _ асамлă вăхăт" фотоконкурс ирттертĕмĕр. Сирĕнтен сăн ỹкерчĕксем нумай килчĕç, фотоконкурса хутшăннă кашни çынна тав тăватпăр. Фотоконкурса пĕтĕмлетнĕ май çакна каласа хăварасшăн: енчен те камăн та пулин редакцие ярса е килсе панă сăн ỹкерчĕк хаçатра пичетленмерĕ пулсан, кỹренме кирлĕ мар. Чи малтанах эпир сăн ỹкерчĕксен пахалăхне пăхрăмăр, çавăнпа та шупкарах, тĕксĕмрех сăн ỹкерчĕксене пичетлеймерĕмĕр. Авторсем конкурсăн пур условине пăхăнманран та хăш-пĕр сăн ỹкерчĕксем хаçат страницисенче кун çути кураймарĕç. Ан пăшăрханăр, эпир тĕрлĕ конкурссем ирттерсех тăратпăр, вĕсене хутшăнăр. Хаçатра пичетленнĕ 28 сăн ỹкерчĕкрен чи лайăххисене суйлама пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Çапах та конкурс _ конкурсах, çĕнтерỹçĕсене палăртмаллах. Чылай тишкернĕ, тавлашнă, сỹтсе явнă хыççăн эпир çак авторсен сăн ỹкерчĕкĕсене палăртрăмăр: - "Илĕртỹллĕ йăл кулă" номинацире _ Мăн Этмен шкулĕ çумĕнчи ача сачĕн архивĕнчи "Чăваш пикисем _ чи хитрисем" сăн ỹкерчĕк; - "Ташша-юрра эп ăста" номинацире _ Хĕрлĕ Чутай салинчи Н.А.Архипова архивĕнчи "Музыка шкулĕнче вĕренекенсем В.Н.Степановпа пĕрле" сăн ỹкерчĕк; - "Аслисене пулăшатăп" номинацире _ Штанашри А.Н.Осеев çемье архивĕнчи "Шăваратăп калчине, пиçсен çийĕп çырлине" сăн ỹкерчĕк. Çавăн пекех вулакансен кăмăлне кайнă сăн ỹкерчĕксене те палăртрăмăр: Тралькассинчи Г.А.Ермеева архивĕнчи "Юлташăм, эс ан тунсăхла, йăл кулăпа çутат сăнна" тата Яманкассинчи Ф.С.Алексеев архивĕнчи "Ял хĕрĕсем сурăхсене хăвалама тухнă" сăн ỹкерчĕксем. Çĕнтерỹçĕсене саламлатпăр, парнесене редакцине килсе илме ыйтатпăр. Районти пур ачана та ыран паллă тăвакан Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăхлă та çивĕч ăс-тăнлă ỹсме сунатпăр. Сирĕн сăн-питрен илĕртỹллĕ йăл кулă ан татăлтăр, ташă-юрăрă яланах пултаруллă пулăр, аслисене пулăшăр, район хаçачĕпе çыхăну тытсах тăрăр.

 

Редакци коллективĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика