09:55 21 июля 2014 г.
Çуллахи шăрăх кунсенче пурте юхан шывсем хĕрринче çăлăнăç шыраççĕ. Анчах та ытларах чухне кану вăхăтĕнче çынсем Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин сотрудникĕсем асăрхаттарни пирки манса каяççĕ. Тимсĕрлĕх тата çăмăлттайлăх вара тĕрлĕ инкек патне илсе çитереççĕ. Шухăшласа пăхăр-ха... Çулталăк пуçланнăранпа кăна Чăваш Енри шыв объекчĕсем çинче 22 инкек пулнă, вĕсенче 16 çын пурнăçĕ (çав шутра 6 ача) татăлнă, 8-шне çăлса хăварма май килнĕ. Пĕлтĕр çак тапхăртах 27 инкекре 22-ĕн (5 ача) вилнĕ, 5 çын пурнăçне çăлса хăварнă. Инкексем ытларах канма ятарласа йĕркелемен вырăнсенче пулнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче яла хула ачисем йышлă килеççĕ. Чылай ача сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче те канать. Нумайăшĕ вара шăрăх кунсенче шыва кĕрсе киленет. Аслисем вĕсен хăрушсăр канăвне тивĕçтерме пултараяççĕ-и? Час-часах юхан шывсем хĕрринче сăра е эрех ĕçсе ларакан ушкăнсене тĕл пулма пулать. Алкоголь ĕçсе самаях хăпартланнă аслă çынсем хăйсене кăтартма хăтланса юраман вырăнсенче шыва чăмаççĕ. Ушкăнра ачасем те пулма пултараççĕ вĕт. "Пĕлмен çĕрте шыва ан кĕр", _ теççĕ ваттисем. Официаллă йĕркепе уçнă пляжсенче кăна шыва кĕмелле: унта кирлĕ вăхăтра пулăшмалли ятарлă хатĕрсем те пур. Кунсăр пуçне асăрхаттаракан аншлагсене те тимлĕх уйăрмалла, массăллă информаци хатĕрĕсенче юхан шывсем çинчи лару-тăру пирки тата çанталăк условийĕсем çинчен пĕлтернисемпе паллашсах тăмалла. ПĔЛМЕ: Хальхи вăхăтра республикăра 15 пляж шутланать. Вĕсенчен 8-шĕ _ Шупашкарта: "Центральный", "1№ пляж" (Афанасьев урамĕ), "Новосельский", "Левобережный", "Солнечный берег" СКК ХАО, "Буревестник", "Волжская деревня" тата "Прометей". Етĕрне районĕнче виçĕ пляж пур: "Родничок" муниципаллă автономи учрежденийĕ, хула пляжĕ, "Сурские зори" кану базин пляжĕ. Сĕнтĕрвăрринче те икĕ пляж: хулан тата "Белые камни" физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли центрăн. Çĕнĕ Шупашкар тата Куславкка хулисенче те пĕрер пляж пур. Енчен те пĕлмен тата ятарласа йĕркелемен вырăнта шыва кĕме тиврĕ-тĕк асăрхануллă пулăр. Шыв таса, юхан шыв тĕпĕ хăйăрлă та тỹрем, тарăнăшĕ пысăк мар пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăйлă шыв юхăмĕпе шыв çаврăнăшĕнчен сыхланăр. Юхан шыв тĕпĕнче хăрушлăх кăларса тăратакан япаласем те ан пулччăр. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, воспитательсем, аслашшĕ-асламăшĕ! Ачасене нихăçан та тимлĕхсĕр ан хăварăр! Шыв çинче вĕсемшĕн хăрушсăр тĕслĕх пулăр!
Раççей МЧС-ĕн Чăваш Енри управленийĕн пресс-служби.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики