09:32 04 августа 2014 г.
Кăçалхи май уйăхĕн 27-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен саккун кăларакан (представитель) тата патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕсене йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" федераци саккунĕн 26.3 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен" 136-ФЗ саккунне йышăннă. Çак саккунра муниципаллă пĕрлешỹсен çĕнĕ тĕсĕсене йĕркелессине пăхса хунă. Ун пек муниципаллă пĕрлешỹсене йĕркелеме Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене ирĕк панă. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ улшăну: 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусен переченьне (хулапа ял тăрăхĕнне уйрăммăн) тĕрĕслетеççĕ. Хула тăрăхĕсем малтанхи пекех вырăнти пĕлтерĕшлĕ 39 ыйтăва татса пама тивĕç, ял тăрăхĕсен вара малашне 13-шне кăна тытса пыма тивĕ. Чи пĕлтерĕшли _ федераци саккунĕ вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли хăш меслет вырăнлăрах пулнине суйлама май парать: муниципалитет йĕркеленĕвĕн пуçлăхне тỹрĕ суйлавпа палăртмалла е ку ирĕке муниципалитет влаçĕн представитель органне шанса памалла? Асăннă саккун проектĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелемелли çак йĕркесене палăртнă: муниципалитет йĕркеленĕвĕн представитель органне муниципалитет суйлавĕнче суйламалла; хула округĕн пуçлăхне, хула тăрăхĕн пуçлăхне асăннă муниципалитет йĕркеленĕвĕн уставĕпе килĕшỹллĕн çак муниципалитет йĕркеленĕвĕн представитель органĕ хăйĕн йышĕнчен суйлать; муниципалитет районĕн пуçлăхĕ муниципалитет суйлавĕнче суйланать тата вырăнти администрацие ертсе пырать; ял тăрăхĕн пуçлăхне представитель органĕ хăйĕн йышĕнчен суйлать, пуçлăх ял тăрăхĕн представитель органĕн председателĕн полномочийĕсене пурнăçлать тата вырăнти администрацие ертсе пырать. Хула округĕн, хула тăрăхĕн пуçлăхне контрактпа (конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе тăваканнипе) килĕшỹллĕн уйăрса лартаççĕ. Саккун проектне республикăра анлăн тишкерсе сỹтсе яваççĕ. Кун пирки район çыннисем мĕн шухăшлаççĕ-ши?
Альбина НОВИКОВА, "Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçи:
- Эпĕ районта пĕр пуçлăх кăна пулмалла тесе çирĕплетсе калатăп. Шăпах район администрацийĕн пуçлăхĕ пур ĕçе пурнăçлаканни шутланать, вăл политика, экономика, социаллă тата ытти ыйтăва татса парать, яваплăх тытасси те яланах ун çине тиенет. Район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ вара депутатсемпе кăна ĕçлетĕр. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пирки сăмах пуçарас-тăк, вĕсене депутатсенченех суйламалла. Анчах та депутачĕсем те тивĕçлĕ çынсем пулни пĕлтерĕшлĕ. Енчен те вырăнти пуçлăх хăйĕн тỹрĕ тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçлаймасть пулсан, ку должноçе депутатсенчен тивĕçлĕреххине, опытлăраххине, пĕлỹ шайĕ пысăкраххине уйăрса лартма май пултăр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче 4 çул ĕçленĕ май тата хăй вăхăтĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ пулнă пирки ку ĕçсенчи яваплăх мĕнлине питĕ лайăх пĕлетĕп. Должность йышăнакан çын хăйĕн яваплăхне туйса тăтăр, ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлатăр. Çавăн чухне кăна район аталанса пырĕ.
Юрий НИКОЛАЕВ, 1976-1984, 1990-1996 çулсенче района ертсе пынă:
- Малтанхи йĕрке патнех таврăнмалла тесе шухăшлатăп. Районта икĕ пуçлăх пулмалла мар, мĕншĕн тесен ун пек чухне яваплăх пĕчĕкленет, райадминистраци пуçлăхĕн кăна явап тытма тивет. Района пĕр çын ертсе пытăр, ăна халăх суйлатăр. Район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ вара депутатсемпе ĕçлесе район аталанăвĕшĕн кирлĕ йышăнусем тутăр. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене депутатсен йышĕнченех суйласан аван. Район ертỹçи вĕсенчен çирĕп ыйтма пултартăр, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн пуканне йышăнакан тивĕçтермесен ăна анлă тавра курăмлă, пĕлĕвĕ çỹллĕ шайри депутатсенчен çирĕплетсе лартма пулĕ.
Николай ЯХАТИН, 1990ç. райĕçтăвком председателĕн çумĕ, 1997-2005ç.ç. район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ:
- Райадминистраци аппарачĕн суйлав вăхăтĕнчи ĕçĕнчен нумай килет тесе калас килет. Суйлав кампанийĕнче ял çыннисемпе ăнлантару ĕçне тĕрĕс йĕркелемелле. Кандидата должность йышăнма юрăхлă тивĕçлĕ çынсене тăратма тăрăшмалла. Хĕрарăмсен кандидатурисене тимлĕх уйăрмалла тесе шутлатăп. Пуçлăх тивĕçне хуçалăх ыйтăвĕсенче лайăх ăнкаракан çын йышăнтăр, унсăрăн чылай ыйтăва татса панă чухне йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Район ертỹçине те, ял тăрăхĕн пуçлăхне те халăхăн суйламалла. Вĕсем хисеплĕ çынсем пулччăр. Ял халăхĕ вĕсене шантăр. Районта вара пĕр хуçа кăна пултăр, пур ĕçшĕн те вăл явап тыттăр.
Галина ТИМАКОВА, районти ветерансен Канашĕн председателĕ:
- Федераци саккунне халăхпа сỹтсе явни питĕ лайăх, мĕншĕн тесен çынсем кăсăклă тĕрлĕ шухăш пĕлтереççĕ. Эпĕ саккун проектĕнче -алăртнипе килĕшетĕп. Ман шутпа та ял тăрăхĕн пуçлăхне вырăнти депутатсен йышĕнченех суйламалла. Района вара малтанхи пекех пĕр çын ертсе пыни вырăнлăрах тесе шутлатăп.
Н.МИДАКОВА хатĕрленĕ.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики