АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Михаил ИГНАТЬЕВ: "Тĕп тĕллев - халăх пурнăçне лайăхлатасси"

11:19 13 августа 2014 г.

Августăн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсемпе пресс-конференци ирттерни пирки иртнĕ хаçатра кĕскен пĕлтернĕччĕ. Паянхи кăларăмра вара вулакана пресс-конференцин саманчĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарасшăн, район çыннисемшĕн кăсăклă ыйтусене пичетлесшĕн.

"Эпĕ должноçа йышăннă кунранах тĕллев лартрăм: Чăваш Республикинчи халăхăн пурнăç пахалăхĕн шайне лайăхлатмалла, - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ мероприятие у&¸нă май. - Çынсем хăйсене туллин кăтартма пултарччăр, пурăнмашкăн хăтлă условисем пулччăр, кашниех малашлăха шанчăклă пăхтăр. Вĕсем хăйсен сывлăхне çирĕплетме, кирлĕ-тĕк пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе усă курма, ачисем лайăх пĕлỹ илме пултарччăр тесе ĕçлетпĕр. Çак тапхăрта нумай ĕçе пурнăçа кĕртрĕмĕр. Хăшне-пĕрне вĕçне çитереймерĕмĕр. Çавăнпа пирĕн ĕçе кĕртмелли тата нумай-ха". Михаил Игнатьев кăçалхи çур çул кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, тăватă çулта хăй яваплă должность йышăннăранпа - мĕнле çитĕнỹсем тума май килни çинче чарăнса тăчĕ. Çак тапхăрта граждан обществин пĕлтерĕшлĕ институчĕсене _ Общество палатине, Ача, Этем, Предприниматель прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйсене - çирĕплетнĕ. Вĕсем паянхи кун хăйсен тивĕçĕсене йĕркеллех пурнăçласа пыраççĕ. Министрсем, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсем çулталăкри ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе халăха паллаштараççĕ. Республикăри власть органĕсем çумĕнче общество канашĕсем туса хунă. Тăватă çулта чылай кăтартăва ырă еннелле улăштарма май килнĕ. Акă республикăра уйăхри вăтам ĕç укçи 13 пин тенкĕрен 21 пин тенке çитнĕ. Ỹсĕм - 1,5 хут е çулталăкра 12-шер процент. Бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен шалăвĕ экономикăри вăтам ĕç укçипе танлашнă. Çак тапхăрта тухтăрсен ĕç укçи малтанхинчен - 1,5 хут, учительсен - 2 хут, воспитательсен 3 хут ытларах ỹснĕ. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайне вара палăрмаллах чакарнă. Чăваш Республики ĕçсĕррисене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче 3-мĕш вырăнта (2012 тата 2013 çулсен кăтартăвĕсемпе). Чăваш Енре çамрăк çемьесемпе учительсене пурăнмалли условисене лайăхлатмалли программăпа килĕшỹллĕн ипотека кредичĕн тăватă процентне республика шучĕпе саплаштараççĕ. Ку программа хута кайнăранпа, 2011 çултанпа, 2600 çамрăк çемьепе учитель хваттер туяннă е çурт лартнă. Тăлăх ачасене хваттерпе тивĕçтерес енĕпе те ырă туртăмсем пур. 2011 çултан пуçласа çак тĕллевпе 1 миллиард та 16 миллион тенкĕ уйăрнă. Çапла вара хăйне ята кĕтеслĕ пулса тăнă тăлăхсен шучĕ малтанхинчен тăватă хут ỹснĕ. 2011 çултанпа Чăваш Енри 15 пин ытла çемье тĕрлĕ программăна хутшăнса патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ, пурнăмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса панă. Промышленность индексĕн кăтартăвĕ кăçал ултă уйăхра 103,6 процентпа танлашнă (2013 çулта _ 100,5 процент). Агропромышленность комплексне патшалăх кỹрекен пулăшу та çак тапхăрта ỹснĕ. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен вăтам ĕç укçи кăçал 12 пин ытла тенке çитмелле. 2010 çултипе танлаштарсан хамăр тупăшсен виçи 1,4 хут пысăкланнă. Тăватă çулта Чăваш Республикин патшалăх парăмĕ 70 процентран 37 таран чакнă (хамăр тупăшсен тĕлĕшпе). Чăваш Енре 2012 çултан тытăнса демографи лару-тăрăвĕ ырă еннелле улшăннă. 2013 çулта халăх йышĕ хăй тĕллĕн ỹсесси 1027 çынпа танлашнă. Çынсем ытларах пурăнма пуçлани те савăнтарать. 2010 çултанпа виçĕ ачаллă çемьесен шучĕ 22 процент ỹснĕ. Виçĕ çултан аслăрах ачасене пурне те садикре вырăнпа тивĕçтернине палăртса хăвармалла. 2015 çулта 1,5 çулти ачасен черечĕн ыйтăвне татса пама тĕллев лартнă. Чăваш Енре физкультурăпа спорт юхăмне аталантарас енĕпе нумай ĕçлеççĕ, çавна май сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен шучĕ те пысăкланать. Михаил Игнатьев кăтартусемпе паллаштарсан журналистсем ыйту хыççăн ыйту пачĕç. 

- Кăçал тырă тухăçĕ сахалрах. Кирлĕ чухлĕ тырă вырса илсе кĕлетсене тултарма пултараятпăр-ши?

- Тавтапуç ыйтушăн. Ял хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакансем вырма ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме, тыр-пула йĕркеллĕ пухса кĕртме ĕмĕтленеççĕ. Чăнах та, Елчĕк, Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче çумăр сахал çурĕ. Пĕтĕм республика калăпăшне илес пулсан паянхи куна ял хуçалăх продукцине ỹсме нỹрĕк çитеймерĕ. Çавна пула пĕрремĕш кунхи вырма ĕçĕсем тухăç сахалрах пачĕç. Çав вăхăтрах кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, пирĕн тĕш тырă, выльăх апачĕ ытларах пулать. Çĕр улми пĕлтĕрхинчен кая мар пулмалла. Мĕншĕн тесен иртнĕ çул "иккĕмĕш çăкăрăн" 1Ỹ3 пайĕ çумăра пула уй-хиртех юлчĕ. Ытти культурăсем те кая мар пулмалла. Выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлесен выльăх-чĕрлĕх отраслĕ валли кирлĕ чухлĕ продукци пулать. Çавна кура 2015-2016 çулсем валли пирĕн никĕс çителĕклĕ пулать тесе каласшăн. Паянхи кун ял хуçалăх продукцине лайăх хакпа сутма пулать, сĕтсĕр пуçне. Тăрăшса ĕçлесен тупăш илме май пуррине нумайăшĕ аван пĕлет. 

- Украинăра лару-тăру çăмăл мар. Раççее юнашар çĕр-шывра пурăнакансем куллен килеççĕ. Республикăра хальлĕхе миçе çын вăхăтлăх кĕтес тупнă? Тата Мускав мĕн чухлĕ çынна йышăнма ыйтать?

- Августăн 7-мĕшĕ тĕлне Чăваш Ене 601 çын килсе çитнĕ. РФ Правительстви ыйтнипе çак кунсенчех пирĕн Инкекле ĕçсен министерствин самолечĕпе Ростов облаçĕнчен килекен икĕ рейса, 260 çынна, йышăнмалла. Çитес эрнесенче пĕтĕмпе 390 çынна вăхăтлăх пурăнма кĕтес уйăрса парăпăр. Ку кăна та мар, хăшĕ-пĕри Чăваш Енри тăванĕсем патне хăйсем тĕллĕн куçса килет, çавăнпа йыш кунран-кун хушăнать. &¸ак ыйтупа çине тăрса ĕçлетпĕр, Мускавпа çыхăнсах тăратпăр. Федераци бюджетĕнчен вĕсене пулăшма укçа уйăраççĕ. Çавăн пекех палăртса хăварас килет: Украина çыннисене ĕçпе тивĕçтерме пуçларăмăр, пĕрремĕш вунă çын ĕçе çỹреме тытăнчĕ ĕнтĕ. Шупашкар районĕнчи Çĕньялта пĕр çемье пач ют çынсем патĕнче хỹтлĕх тупнă. Вĕсене пирĕн тăрăх килĕшнĕ, çемье кунтах юласшăн. Республикăри мĕн пур шкул Украина ачисене вĕренме илме хатĕр.

- Михаил Васильевич, эпир пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, 2015 çул Литература çулталăкĕ пулĕ. Çавна май пирĕн республикăрахатĕрленỹ ĕçĕсем пуçланнă-и? 

- Эсир хăвăр мĕнле шухăшлатăр? Пуçланнă. Чăнах та, эсир пĕлетĕр кăçалхи çул _ Культура çулталăкĕ, 2015-мĕш _ Литература çулталăкĕ. Эпир кăçал çак Культура çулталăкне Литература çулĕпе çыхăнтарса пыратпăр тесе калама пулать. Вĕсене уйăрма май çук. Культура çулĕ вăл 2015 çулта та тăсăлмалла. Культурăн та, литературăн та пĕр тĕллев _ çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парасси. Пирĕн пурин те хамăрăн Тăван çĕр-шыва, культурăна, йăла-йĕркене юратмалла. Республикăра Литература çулталăкне хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ, çитес вăхăтра йышăнусем пулĕç. Ку ĕçе маттур та пултаруллă, пуçаруллă çынсене явăçтарăпăр. 

- Эсир район-хуласене тухсах çỹретĕр. Çапах та 2-3 çул каяллах тăратнă ыйтусенех хăш районсенче паянхи кун та параççĕ? Тата хăш районсенче çивĕчрех ыйтусем тухса тăраççĕ? Çавна кура район пуçлăхĕсен ĕçне-хĕлне хаклатăр-и?

- Тавтапуç ыйтушăн. Эпир Правительство шайĕнче йышăннă тăрăх, район-хула ертỹçисене, вĕсен командине хаклатпăр.Пирĕн вĕсене хакламалли ятарлă методика пур. Çавна май ку ĕç уççăн пулса пырать. Вăл е ку районта е хулара ытларах мĕнле ыйтусем панине илес пулсан, ку хула е район ертỹçи хăйĕн яваплăхне туйса хăйĕн командипе пурăнакансен кăткăс ыйтăвĕсене мĕнле татса панинчен килет. Хăш-пĕр муниципалитетра 2013-мĕш çулăн социаллă экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă чухне тăратнă ыйтусене, унтанпа 4 уйăх иртнĕ пулин те, паянхи кун та татса паман тĕслĕхсем пур. Вĕсем çитес кунсенче, эрне е уйăх хушшинче татса памалли ыйтусем. Эпĕ мĕншĕн çỹретĕп? Мана çынсем муниципалитет ертỹçисене мĕнле хаклани, мĕн калаçни, пурнăç лайăх е япăх еннелле улшăнса пыни пирки тĕрĕс информаци кирлĕ. Мана вĕсен чăн-чăн сăмахĕ кирлĕ. Эпĕ вĕсене итлетĕп, халăх çĕклекен ыйтусене ларусенче пăхса тухатпăр. Паянхи куна муниципалитет ертỹçисем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçласа пыраççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене татса параймаççĕ. Çавна май пирĕн Правительство шайĕнчен укçа-тенкĕ уйăрса вĕсене пулăшмалла, çав ыйтусене кĕске вăхăтра татса памашкăн Раç&¸ей Федерацийĕ умĕнче тăратмалла. Хуласене илес пулсан, вĕсенче ĕнер татса паман ыйтусем пур: налук пуçтарасси, çавнашкалах нумай хваттерлĕ çуртсем патне асфальт хурасси, тротуар тăвасси. Çĕмĕрле хулинче пултăм. Вĕсем паянхи куна та рынок условийĕсене куçман. Çĕр лаптăкне Çĕмĕрле администрацийĕнчен арендатора уйăрса параççĕ. Арендаторĕ урăх предпринимательсене рынок хакĕпе парать. Муниципалитета килмелли укçа предприниматель кĕсйине каять. Кун пек пулмалла мар. Ку тĕрĕс мар япала. Çавна май налуксене, аренда укçине ытларах пуçтарсан нумай ыйтăва хула шайĕнче татса пама пулать. Ку енĕпе ĕçлетпĕр. Хăш муниципалитетра мĕнле лару-тăру пулнине çынсем патне уççăн çитеретпĕр. 

- Чăваш Республикинче пурăнатпăр пулин те чăвашлăха хĕсĕрленĕ пек туйăнать. Акă, Г.Лебедев ячĕллĕ наци лицейне хупрĕç, ЧПУ-ра тата ЧППУ-ра чăваш чĕлхипе литература учителĕсене, филологсене хатĕрлемешкĕн бюджет вырăнĕ сахал уйăрнă, журналистсем тỹлевлĕ çеç вĕренеççĕ. Çакă каярахпа наци кадрĕсемпе çыхăннă лару-тăрăва япăх витĕм кỹмĕ-и? 

- Республикăри патшалăх чĕлхисенчен пĕрне _ чăваш чĕлхине _ упраса хăварас тĕлĕшпе юлашки çулсенче чылай ĕ&¸ пурнăçларăмăр. Документсене икĕ чĕлхепе хатĕрлетпĕр. Чăвашсем хутшăнакан мероприятисене, пухусене чăвашлах ирттеретĕп. Интернетра та чăвашла статьясем пур. Кăçал Чăваш патшалăх университетĕнче пулас вĕрентекенсем валли бюджет никĕсĕ çинче 30 вырăн уйăрнă. Ку енĕпе РФ Вĕренỹпе наука министерствипе малалла та ĕçлĕпĕр, Раççей Федерацийĕ регионсене уйăракан квотăсене ỹстерессе шанатпăр. 

- Сирĕн харпăрлăхра çĕр лаптăкĕ сахал мар. Унта кам ĕçлет, мĕн лартса ỹстеретĕр? 

- Атте-аннерен юлнă 50 сотка çĕр çинче тивĕçлĕ канури аппа пурăнать, ăна пăхать. Янăшра _ 26 сотка, унта çурт лартрăм, çемьепе пахча çимĕç, улма-çырла туса илетпĕр. Хамăр çитĕнтернĕ çимĕç çителĕклех, ытлашшине сутатпăр. Унта ывăлпа хĕрĕм те ĕçлеççĕ, мĕншĕн тесен ĕç _ воспитанин чи лайăх мелĕ. Унсăр пуçне манăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 5 га, мăшăрăн 2,5 га çĕр пур. Вĕсене "Прогресс" хуçалăха арендăна панă, налукне хамăрах тỹлетпĕр. 

- Сире Мускава ĕçлеме куçараççĕ текен сас-хура çỹрет. Çакă чăнлăхпа килĕшсе тăрать-тĕк - хăçан каятăр? 

- Çук, ниçта та каймастăп. Манăн Чăваш Ен Пуçлăхĕнче 2015 çулхи август уйăхĕччен ĕçлемелле. Полномочисен срокĕ вĕçлениччен хамăн тивĕçсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлăп.

¸¸¸

¸

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика