10:31 22 декабря 2014 г.
Культура çулталăкне халалланă «Тăван ялăм çапла пуçланнă» конкурс раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен пынă. Чăваш Республикин шкулĕсенче вĕренекен «Тантăш» хаçат тусĕсем, çамрăк таврапĕлӳçĕсем, пултарулăх ăмăртăвне паха хайлавсем ярса панă. Вĕсене хаçат номертен номере пичетлесе пынă, пичетлесе ĕлкĕрейменнине каярах пичетлеме шантараççĕ.
Тăван ял халапĕсем тĕрлĕ шайлă пулнă. Вĕсем пĕринчен тепри кăсăк тесе ĕнентереççĕ. Халапсене ват çынсем каласа панине истори чăнлăхĕсемпе çыхăнтарса тăван ял историне тулли уçса пама тăрăшнă.
«Тăван ялăм çапла пуçланнă» конкурса хутшăннисен ячĕсене «Тантăш» хаçатра та пичетлемелле, авторĕсене тата вĕсен ерӳçисене сертификат тата парнесем парса чысламалла. «Сертификатсемпе парнесене хаçат редакцине кĕрсе илме пултаратăр», — тесе хыпарлаççĕ конкурс йĕркелӳçисем.
Ирина Гладкова (Шăмăршă районĕ, Виçпӳрт Шăмăршă), Николай Кулагин (Элĕк районĕ, Мăн Ямаш вăтам шкулĕ, 6 класс), Юлия Ильденеева (Улатăр районĕ, Суйкăн шкулĕ, 6 класс), Мария Тигинова (Улатăр районĕ, Суйкăн, 9 класс), Ольга Алексеева (Çĕрпӳ районĕ, Ямаш шкулĕ, 8 класс), Вадим Андреев (Çĕрпу районĕ, Ямаш шкулĕ, 9 класс), Никита Никитин (Элĕк районĕ, Шĕмшеш шкулĕ, 8 класс), Анна Удиванова (Элĕк районĕ, Шĕмшеш шкулĕ, 10 класс), Ольга Архипова (Элĕк районĕ, Шĕмшеш шкулĕ, 7 класс), Катя Сарбаева (Сĕнтĕрвёрри район, Карапаш), Анна Михеева (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Мён Этмен шкулĕ, 11 класс), А. Бельдекова (Патăрьел районĕ, Тури Туçа шкулĕ, 9 класс), Михаил Лаврентьев, Игорь Петров (Канаш районĕ, Катек), В.М. Кузьмина (Етĕрне районĕ, Урпаш), Г.В. Зотова (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Штанаш шкулĕ), Кĕçĕн Тăван (Элĕк районĕ, Илленушкăнь), Александр Семенов (Вăрнар районĕ, Хăмăш шкулĕ, 7 класс), Екатерина Позинова (Вăрнар районĕ, Хăмăш шкулĕ, 8 класс), Юлия Николаева (8 класс), Кристина Семенова (Шупашкар, 10-мĕш шкул, ертӳçи - Юлия Елисеевна Анисимова) Гузель Зарифзянова (Комсомольски район, Тукай Мишер шкулĕ) Диана Безрукина (Комсомольски район, Хырай Ĕнел, 8 класс), Валерия Ашмарина (Елчĕк районĕ, Кĕçĕн Таяпа), Андрей Петров (Шупашкар районĕ, Тутаркасси шкулĕ, 9 «б» класс), Катя Кошелева (Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ, 11 класс), Таня Кузьмина (Канаш районĕ, Уçырма, 11 класс), Юлия Фомина (Шупашкар районĕ, Шăмăш шкулĕ, 7 класс), Светлана Федорова (адресне кăтартман), Людмила Александрова (Етĕрне районе, Кăкшăм), Анастасия Лебедева (Пăрачкав районĕ, Пăрачкав шкулĕ, 8 класс), Анастасия Иванова (Шупашкар, 49-мĕш шкул, 8 «а» класс), Оля Владимирова (Етĕрне районĕ, Мăн Чураш шкулĕ, 9 класс), Олеся Галкина (Елчĕк районĕ, Хăвăлçырма шкулĕ), Инесса Федорова (Çĕмĕрле районĕ, Юманай шкулĕ, 8 класс), Вера Устинова (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Штанаш шкулĕ), Людмила Чердакова (Куславкка районĕ, Тĕрлемес шкулĕ).
Конкурс йĕркелӳçи — Геронтий Лукиянович Никифоров, Чăваш наци конгресĕн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн ертӳçи.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
Первоисточник: http://chnk.ru/a/news/233.html