11:40 22 января 2015 г.
Александр Башкиров, район администрацийĕн пуçлăхĕ:
"Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăва эпĕ тимлесех итлерĕм. Михаил Васильевич хăйĕн Çырăвĕнче республикăн экономикине пур енлĕ тишкерчĕ, малалла аталанмалли тĕп çул-йĕре палăртрĕ, чылай кăткăс ыйтăва çĕклерĕ. Мана уйрăмах муниципалитетсен инвестицисемпе ĕçлемелли пирки калани килĕшрĕ. "Инвестор чи малтанах уйрăм муниципалитета çитет. Документсен ытларах пайне те вырăнти хăй тытмлăх органĕсен пурнăçламалла тивет. Çавăнпа кашни муниципалитет тытăмĕн ĕç климатне, предпринимательлĕх активлăхне ỹстерес, ăна пулăшас, килĕшỹ процедурисен срокне чакарас тĕлĕшре ертỹлĕх практикинче чи лайăх тĕслĕхсемпе усă курса харпăр хăй "çул-йĕр карттине" туса хатĕрлемелле", - терĕ Михаил Игнатьев. Ку енĕпе, палăртас килет, район администрацийĕн экономика пайĕ нумай ĕçсем туса ирттерет, çĕр участокĕсен докуменчĕсене инвесторсем валли хатĕрлес тĕллевпе тăрăшса ĕçлет. Çапла, кăмăл тăвакансем пирĕн районта харпăр хăй бизнесне йĕркелме, уçма пултараççĕ. Эпир инвесторсемпе ĕçлеме хатĕр".
Чăваш Республикин Пу
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики