11:54 22 января 2015 г.
- Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн кăçалхи Çырăвĕ районсем валли ĕçлесе пымалли тĕп документ тесе шутлатăп. Вăл унта паянхи пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ пур ыйтăва та хускатрĕ, вĕсем хушшинче - çуртсемпе çулсем тăвасси, пĕчĕк бизнеса тата харпăр хăй хуçалăхне аталантарасси, ĕç вырăнĕсем хатĕрлесси, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтересси, демографи лару-тăрăвĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, çамрăксене патриотизмла воспитани парасси тата ытти те.
Пĕтĕмĕшле илсен Михаил Васильевичăн сăмахĕсенче çакă сисĕнчĕ - респбликăшăн чи пĕлтерĕшли - çын, çавăнпа та пур инвестицие те этемлĕх капиталне хывмалла. Çĕр-шыва санкцисемпе хăратаççĕ пулин те республикăн, çав шутра районăн та ĕç тухăçлăхне ỹстерме майсем пур тесе шутлатăп.
Пирĕн малашне тумалли ĕçсем паллă, пурин те пĕрле çыхăнса, йывăрлăхсене çĕнтерсе çанă тавăрса ĕçлемелле кăна, вара кашни çын пурнăçĕ лайăхланасса шанма пулать.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики